Çĕрпÿ какайĕ паха

Николай Курчаткин /сулахайри/ ЧР ял хуçалăх министрне Сергей Павлова тата Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева сысна ĕрчетекен комплекспа паллаштарать.

2008 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енре сысна комплексĕ - Тутарстанри «Авангард» юлташлăхăн Çĕрпÿри филиалĕ хута кайрĕ. Ку чухнехи оборудовани вырнаçтарнă, технологин пĕтĕм процесне компьютеризациленĕ, Европа шайĕнчи çакнашкал предприяти пирĕн тăрăхра пĕрре çеç. Унчченхи «Восход» хуçалăхăн юхăннă витисем вырăнне çĕнĕ корпуссем çĕкленĕ, пурĕ пĕр миллиард тенкĕ тăкакланă. Филиал ертÿçи иккĕленмст: ĕçе пĕлсе йĕркелесен çак укçа темиçе çулта саплашăнать.

Пуçламăш тапхăрта Германи фирмисемпе çыхăнса унтан ăратлă амасем туяннă хыççăн нимĕç специалисчĕсем Чăваш Ене килсе кайнă, Тавăшкассинчи ĕç-пуçпа паллашнă. Чăвашсем çĕнĕ технологисене алла илсе ĕçе ăнтарасси кăштах иккĕлентернĕ вĕсене.

Çулталăк иртсен нимĕçсем Çĕрпĕве каллех çитнĕ. Çутă та таса витесене кĕрсе курнă та шалт тĕлĕннĕ: чăвашсем производство культурине тивĕçлĕ шая çитернĕ çеç мар, выльăхсен ÿт хушаслăхĕ тата кашни амаран çура илес енĕпе Анăç фермисене те кая хăварнă иккен.

Ÿстерсе калани çук кунта. 2009 çулта сысна комплексĕ республикăри чи лайăх хуçалăхсен «Агро-100» клубĕнче 4-мĕш вырăнта пулнă, 2010 çулта - пĕрремĕш. Вăйлă аталаннă ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлаштарсан кунти ĕç тухăçлăхĕ 15 хут /!/ пысăкрах.

Пилĕк çул хушшинче çакăн чухлĕ ĕç калăпăшĕ пурнăçланине ĕненес те килмест: çура усрамалли виçĕ корпус, санпропускник, самăртмалли 12 вите, 5 насус станцийĕ, котельнăй, 2 дезинфекци пункчĕ, выльăх пусса тирпейлемелли цех, 45 пин кубла метр тислĕке пухса тирпейлемелли оборудовани. Кăçал 6 пин тонна тырă упрамалли склад, ăна тасатса типĕтекен комплекс туса пĕтернĕ. Корпуссенче 40000 сысна самăртма май пур. Çулталăкне - 90 пин.

- 2009 çулта эпир чĕрĕ виçепе 5560 тонна какай сутрăмăр, - каласа парать «Авангард» юлташлăхăн тĕп директорĕ Николай Курчаткин. - 2010 çулта ку кăтарту - 8870, 2011 çулта 9021 тоннăпа танлашрĕ. Эрнере икĕ пин ытла çитĕнтернĕ сысна сутнă. Продукцие черет тăрса илнĕ чухне хăватсене ÿстересси çинчен шухăшлатăн ĕнтĕ. Мари Эл, Тутар республикисенчи, Пенза, Самар, Ульяновск облаçĕсенчи аш-какай комбиначĕсем пирĕн экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçе лайăх хак пачĕç. Паллах, продукцин ытларах пайĕ хамăр патра сутăнать. Мухтанса каламастăп: Шупашкар пасарĕнчи аш-какайăн 70-80 проценчĕ - «Çĕрпÿ беконĕ» комплекс хатĕрленĕскер. Тĕп предприяти Тутарстанра вырнаçнă. Пĕтĕм технологи процесне автоматизацилесе, производство эффективлăхне ÿстерсе агрохолдинг çуллен миллиард тенкĕлĕх тупăш илме тĕллев лартнăччĕ. Коллектив çине тăрса ĕçленипе çак тÿпеме хăпартрăмăр. Ку çитĕнÿ пуян инвесторсем пулăшнипе çеç пулман. Çынсенчен, вĕсен квалификацийĕпе хастарлăхĕнчен нумай килет. Çура çитĕнтернĕ е самăртнă çĕрте ĕçлекен операторсенчен çурри ытла ятарлă е аслă пĕлÿ илнĕскерсем. Тĕллев тенĕрен, акса тăвакан çĕр лаптăкĕ 200 гектарччĕ, ăна 3 пин гектара çитертĕмĕр.

Николай Григорьевич - Çĕрпÿ чăвашĕ. Ашшĕ Григорий Степанович пыл хурчĕ нумай тытнă, Рязаньти хурт-хăмăр ăстисен институтĕнчен вĕренсе тухнă. Амăшĕ Елена Егоровна хăмла пахчинче тăрăшнă. Николай хăйĕн ĕç биографине «Спутник» хуçалăхри водительтен пуçланă. Унтан - çар хĕсмечĕ, Çĕрпÿри «Ял хуçалăх химийĕ» пĕрлешÿ. Совхоз-техникумра илнĕ пĕлÿпе çырлахман вăл. Чăваш ял хуçалăх академийĕнче ăс пухнă, аграри производствине йĕркелесе ертсе пырас ĕç специальноçĕпе диплом хÿтĕленĕ. Кунсăр пуçне Патшалăх службин Атăл-Вятка академине пĕтернĕ. Курчаткин - Çĕрпÿ район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест: атте тĕслĕхĕпе килте темиçе вĕлле тытатăп терĕ. Амăшĕ сывах-ха, тăххăрмĕш теçеткене пуснă.

2007 çулта «Çĕрпÿ беконĕ» предприяти тилхепине Н.Курчаткин тытсан коллектив аталанăвĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Çынсем çурма тĕттĕм витере вараланчăк çи-пуçпа, тислĕк хытса ларнă атăпа çÿренĕ вăхăт хыçа юлчĕ. Çĕнĕ корпуссенче паян санитари виçисене питĕ çирĕп пăхăнаççĕ. Ĕçе килекен чи малтан санпропускник витĕр тухать: душра çăвăнать, таса ĕç тумĕ тăхăнать. «Пирĕн ĕç вырăнĕ администраци çуртĕнчи пÿлĕмсенчен тасарах», - теççĕ рабочисем. Сăмах май ют çынсене витесене кĕртмеççĕ, вĕсем хăйсемпе пĕрле тĕрлĕ инфекци илсе килме пултараççĕ. Пĕр-пĕр операторăн администрацие ĕçпе кĕрсе тухмалла пулсан, çав çын санпропускник витĕр тепĕр хут тухать. Производство культури çав шая çитессе эпир ĕмĕтленме çеç пултарнă.

Тепĕр çĕнĕлĕхе те асăнмалла. Кунта ĕçе вырнаçнисем çывăхри ялсенче пурăннине шута илсе вĕсене килте сысна усрама чарнă. Çак утăм та инфекцирен сыхланассипе çыхăннă терĕç. 21 кун ÿстернĕ çурасене урăх регионти фермăна куçарнă чухне ятарлă машинăпа усă кураççĕ. Пĕчĕккисем валли чи юрăхлă температура - 28 градус. Урăх витене вырнаçнăскерсем 170 кунра 110 килограмм виçерен иртеççĕ. Рационра нимĕнле биохутăш та çук. Выльăхсене наука хушнă пек лайăх пăхса усрасан апат та сахалрах пĕтет.

Нимĕçсем Çĕрпÿсене сĕнÿ-канашпа пулăшни çинчен каларăмăр. Анăçра мĕн лайăххи пур - çавна алла илме тăрăшнине ырламалла. Сăмахран, Германи селекционерĕсем чылай сăнав ирттерсе сыснасен çĕнĕ ăратне кăларнă. Вĕсен сало хулăнăшĕ 1-1,5 сантиметртан иртмест. Çак ăрат пирĕн тăрăхра лайăх ÿт хушать, вăтамран талăкра 850 грамм.

ВТОна кĕнĕ хыççăн Раççейри выльăх-чĕрлĕх отраслĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкесси пирки нумай шавларĕç. Каялла çул çук. Пирĕн çĕр-шыва кÿрсе килекен чĕрĕ сыснасен пошлинине 8 хут пĕчĕклетни хумхантарать хресчене. Пĕчĕк фермăсенче сысна самăртни тăкаклă. Пысăк агрохолдингсем патшалăх пулăшăвĕ çине шанма хăнăхман. «Çĕрпÿ беконĕ» выльăх апатне хăйĕн çĕрĕ çинче туса илет. Районта пушă выртакан çĕр татах пур. Филиал директорĕ Юрий Александрович Федотов унччен районти «Рассвет» хуçалăхра ĕçленĕ, агротехникăна лайăх пĕлет.

- Продукци хиртен е комплексран тÿрех сентре çине çитмелле, - тет вăл. - Выльăх апачĕ хакланнипе хуçалăхсен тăкакĕ ÿсет. Тыр-пула хамăр пуçтарса кĕртсе пысăк склада хуратпăр, çавăнпа малашлăха шанса пăхатпăр. Европа стандарчĕсене тивĕçтерекен аш-пăш аван сутăнать. Паян пирĕн чĕрĕ какай мар, ăна тирпейлесе, хитре чĕркесе суту-илĕве ăсатмалла, тĕрĕссипе хамăрăн сутма вăхăт.

«АПК» наци проектне хутшăнакан «Ак Барс» компани «Авангард» юлташлăха пысăк укçа хывнă. Инвестицин пĕр пайĕ Çĕрпÿсен пурлăх никĕсне çирĕплетме кайнă. Юрий Федотов каланă тăрăх Чăваш Ен Правительстви хуçалăхсен нумай çуллăх кредичĕсене субсидипе саплаштарни те çăмăллăх кÿрет. Çапах патшалăх çине çеç шаннипе ÿсĕм тăваймăн, ытларах хамăрăн тăрăшмалла.

 Григорий АЛЕКСЕЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter