Тăвай районĕ: çĕнĕ çул уявне хатĕрленсе кĕтсе илесси çинчен

Çĕнĕ çул уявне вăхăтра хатĕрленсе кĕтсе илес тата унпа çыхăннă мероприятисене ирттерес, çынсене уяв кунĕсенче канма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ постановлени кăларнă.
Унпа килĕшÿллĕн Çĕнĕ çул уявне хатĕрленсе кĕтсе илме тата унпа çыхăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерме 13 çынран оргкомитет çирĕплетнĕ, ăна администраци пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров ертсе пырать.
Çавăн пекех уява хатĕрленсе кĕтсе илмелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсен пуç-лăхĕсене те харпăр территорийĕнче çавăн пек плансем палăртса çирĕплетме, декабрĕн 15-мĕшĕччен ял тăрăхĕсен территорийĕсене, вĕсенче вырнаçнă организацисемпе учрежденисен çурчĕсене илемлетме сĕннĕ.
Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ умне Çĕнĕ çул елки, юртан, пăртан тунă кĕлеткесем вырнаçтармалла.
Районти тĕп больницăн массăллă уяв мероприятийĕсене хутшăнакансене медицина тĕлĕшĕнчен тивĕçтермелле.
Полицин районти уйрăмĕ обществăри йĕркелĕхе сыхлассишĕн, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн, елкăпа ун çинчи хатĕрсен упранаслăхĕшĕн яваплă.
45-мĕш пушар чаçĕн уяв мероприятийĕсем ирттерекен вырăнсене вут-кăвар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелле.


20 ноября 2012
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter