Тăвай районĕ: эрнерипе малашлăх ĕçсем

Ĕнер район администрацийĕнче администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе планерка иртнĕ, унта умĕнхи эрнери ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, хальхипе малашлăх задачăсене палăртнă.
Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Тăвай ялĕнчи “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш республикинчи патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен 2012 çулхи ХI физкультурăпа спорт Спартакиадин юлашки тапхăрĕн ăмăртăвĕсем иртнĕ. В.Ванерке мероприятие кирлĕ пек йĕркелесе ирттерме хутшăннисене пурне те тав тунă.
Хальхи эрне те пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе палăрса тăрать. 2012 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Депутатсем 6 ыйту сÿтсе явма планлаççĕ, çав шутра – кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртесси те, район администрацийĕн пуçлăхĕ урăх ĕçе куçнă май ăна хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен хăтарас ыйтăва пăхса тухасси тата ытти те.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Пирĕн района Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Архипов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килет. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем – Чăваш Республикин экономикипе социаллă пурнăçĕ кăçалхи 9 уйăхра мĕнле аталанса пынин итогĕсем, республикăн 2012 çулхи бюджет политики, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи 124-мĕш номерлĕ “Чăваш Республикинчи ял халăхне пуçлăмăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатса пымалли хушма мерăсем çинчен” Указĕ, Чăваш Республикинче табак туртнинчен профилактика тумалли мерăсем çинчен. Информаци ушкăнĕсем ялсене тухса халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем ирттереççĕ, ыйтусем çине хуравлаççĕ. 13 сехетре район администрацийĕн залĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркелеççĕ.
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Ача амăшĕн кунне халалланă уяв мероприятийĕ иртĕ.
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче ял поселенийĕсен арçынсен командисем волейболла выляса районта мала тухассишĕн ăмăртĕç.
Экстреннăй службăсен иртнĕ эрнери ĕçĕсемпе районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕн пай начальникĕ Владимир Михайлов, район больницин тĕп врачĕ Нина Бурдасова паллаштарнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ должноçри яваплă çынсене ялсенче комплекслă компактлă застройка программăпа килĕшÿллĕн тумалли социаллă объектсен проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме, муниципаллă учрежденисен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисемпе тÿлевсем тĕлĕшпе вăхăтра татăлса пыма, районта Çĕнĕ çул мероприятийĕсем ирттермелли концепцие туса хатĕрлеме хушусем панă.
Планеркăра район аталанăвĕн ытти хăш-пĕр ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.


20 ноября 2012
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter