ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова республикăра нумай функциллĕ центрсен сетьне йĕркелени çинчен каласа панă. Çакă 2015 çул тĕлне граждансен 90% кая мар йышĕ патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе пурăнакан вырăнта «пĕр чÿрече» принциппа усă курма пултарассине тивĕçтермелле. Халĕ Чăваш Енри 16 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче çавнашкал центрсем ĕçлеççĕ. Çитес çул вĕçлениччен хайхи «пĕр чÿрече» принцип мĕн пур районпа хула округĕнче ĕçлеме пуçламалла. Вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский çул-йĕре хĕле хатĕрленипе паллаштарнă. Строительство министрĕ Владимир Громов республикăра ăшăпа тивĕçтермелли схемăсем хатĕрлес енĕпе ĕçлени çинчен каласа панă. 10 пин çын таран пурăнакан ялсенчен хальлĕхе улттăшĕнче ăшăпа тивĕçтермелли схемăсене çирĕплетнĕ. Çулталăк вĕçлениччен ыттисенче те çак ĕçе вĕçлемелле. 10 пин çынран ытларах пурăнакан виçĕ ял тăрăхĕпе пилĕк хула округĕнчен ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкарта çине тăрсах ĕçлеççĕ. Министр федерацин энерги перекетлесси çинчен калакан саккунне мĕнле пурнăçланипе те паллаштарнă. Çак ĕç требованийĕсенчен пĕри - обязательнăй йĕркепе энергетика тĕпчевĕ ирттересси. Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсене пăхăнса тăракан 98% ытла организаци çавнашкал тĕпчев ирттерме килĕшÿ тунă, 93% яхăн энергопаспорт илнĕ. Энергетика тĕпчевне ирттерессине раштавăн 31-мĕшĕччен вĕçлесшĕн. Элĕк, Вăрнар районĕсенче, Улатăрта çак ĕçе туллин пурнăçланă та ĕнтĕ, Шупашкарта пĕтĕм ĕçĕн 98% тунă. Иван Моторин Стройминăн муниципалитетсемпе тата коммерци организацийĕсемпе энергоаудит ирттернин пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантару ĕçне йĕркелемелли çинчен аса илтернĕ.





20 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter