Елчĕк районĕ: «Аталану-2012» конкурс çĕнтерÿçине кĕнекесем тата ноутбук ярса панă

Шкулта савăнăçлă хыпар часах сарăлчĕ. Пурте посылка çинчен калаçаççĕ. Мĕн илтнине сÿтсе яваççĕ. Почтăна Плотникова Татьяна валли посылка килнĕ-мĕн. «Аталану-2012» конкурс çĕнтерÿçине кĕнекесем тата ноутбук ярса панă. Ноутбукĕ ĕçлет, кĕнекисем те вĕренÿре кирлĕ пулаканнисем.  Çакна тахçанах кĕтекен Таня та, шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Михеева Антонина Николаевна та хĕпертеççĕ. Таньăна учительсем, пĕрле вĕренекенсем, ял çыннисем саламлаççĕ, ăнăçусем сунаççĕ.  «Ман ĕçе çакăн пек пысăк хак парса хакланăшăн тавах конкурса йĕркелекенсене»,- тет Татьяна сăпайлăн.



20 ноября 2012
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter