Элěк шкулне – çěнě техника хатěрěсем

Чăваш Республикин вěренÿ тытăмне модернизацилемелли мерăсен комплексěпе килěшÿллěн «Технологи» предметне вěрентме Элěкри И.Я. Яковлев ячěллě вăтам пěлÿ паракан шкула суйласа илнě. Технологи кабинетне (хěр ачасем валли) çěнě техника хатěрěсем килме тытăннă та ěнтě. Кунта халě холодильник, микрохумлă кăмака, кухня комайнě вырнаçтарнă – пурě 64 пин тенкěлěх. Кěçех арçын ачасем валли столяр верстакěсем, электродрель, электролобзик килсе çитмелле. Çавăн пекех манекен, çěвě машинисем, оверлоксем, утюгсем, якатмалли хăмасем илсе килеççě.



21 ноября 2012
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter