Элĕк районĕ: халăх йăлисене упраççĕ

Ехремкассинчи вулавăшăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри – ăс-хакăл культурине çĕнетсе пырасси, халăх йăли-йĕркине упрасси. Анчахрах кунта вулакансемпе пĕрле «Чăваш уявĕсемпе йăлисем» пĕлÿ сехечĕ иртнĕ. Вулавăшра «Чăваш Ен уявĕсемпе йăли-йĕркисем» курав йĕркеленĕ. Унта асăннă тематикăпа пуян материал кăтартнă. Курма килнисем çавăн пекех вулавăшри историпе краеведени музейĕнче пулнă. Кунта та аваллăх япалисене чылай пухнă, чăвашсен ĕлĕкхи пÿртне майлаштарса лартнă. Вулавăш ĕçченĕ пухăннисене чăвашсем ĕлĕк-авал çын çуралнине мĕнлерех палăртни, туй туни, çурт-йĕр купалани çинчен каласа панă. Вулавăша килнисене «Чăваш туйĕ» видеофильм кăтартнă.



21 ноября 2012
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter