Михаил Игнатьев навигациллĕ информаципе тивĕçтерессипе канашлу ирттернĕ

 Юн кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев информаци тата навигаци пулăшу ĕçĕсен аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - республикăра «Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика тата инноваци аталанăвĕн интересĕсене тĕпе хурса ГЛОНАСС тытăмĕпе тата космос ĕç-хĕлĕн ытти кăтартăвĕпе усă курса геоинформаци тивĕçтерĕвне тата навигаци инфратытăмне аталантарасси» çумпрограммăна çирĕплетнĕ. Ун валли 2013-2020 çулсенче республика бюджетĕнчен 107 млн тенкĕ уйăраççĕ. Çавăн пекех «НИС» АУОпа пĕрле «Чăваш Республикин навигаципе информаци центрĕ» АУО туса хума йышăннă. Транспорт министрĕ Михаил Янковский паянхи кун тĕлне ГЛОНАСС тытăмĕпе Чăваш Енĕн влаç органĕсен 1045 /56%/, васкавлă медпулăшăвăн 248 /100%/ автомобильне, 315 шкул автобусне /95%/, Чăвашавтотрансăн 516 транспорт хатĕрне /100%/ тивĕçтернине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх - васкавлă медпулăшăвăн планпа пăхнă 32 станцийĕнчен 4-шĕнче ГЛОНАСС спутник навигацийĕн аппаратурине вырнаçтарнă, çак кунсенче ытти станцие те оборудованипе тивĕçтереççĕ. Михаил Игнатьев каланă тăрăх - регионсенче спутник навигацийĕн тытăмĕсене ĕçе кĕртмешкĕн федераци бюджетĕнчен пĕтĕмпе 3 млрд тенке яхăн уйăраççĕ. Çавна май 2013 çулта Чăваш Ене 45 млн тенкĕ патнелле пама палăртнă. Республика Пуçлăхĕ информаципе навигаци тивĕçтерĕвне аталантарас ĕçе вăйлатма, çулталăк вĕçлениччен палăртнă мĕн пур мероприятие пурнăçлама хушнă.

 



21 ноября 2012
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter