Вăрмар районĕ: планетари пулĕ

ЧР Патшалăх Канашĕн ертÿçисем Ярославль область парламенчĕн Думин делегацийĕпе - ăна парламент председателĕ В.Рогоцкий ертсе пырать - ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Унта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Р.Тихонов тата А.Николаев космонавт летчикăн хĕрĕ Е.Терешкова (Николаева) та хутшăннă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов кăçалхи сентябрьте Чăваш парламенчĕн депутачĕсен пĕр ушкăнĕ Ярославле кайса килни çинчен кĕскен каласа кăтартнă. Ун чухне вĕсем Ярославль область Думин ертÿçисемпе тĕл пулса калаçнă, планетарипе паллашнă. Депутатсене космос ахальтен кăсăклантармасть: Шупашкарта та çакнашкал объект тума йышăннă, эппин республика тепĕр социаллă-культура объекчĕпе пуянланĕ. Виççĕмĕш космонавта çуратса ÿстернĕ çĕр çинче планетари кирлех текен шухăша Елена Андрияновна каланăччĕ. Тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт В.Терешкова ячĕллĕ культурăпа пĕлÿ центрĕн тĕслĕхĕпе усă курма сĕннĕччĕ вăл. Çак пуçарăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата республика парламенчĕн членĕсем ырласа йышăннă. Депутатсем Ярославле кайса килнĕ хыççăн проект ĕçĕсене пуçланă. Планетарие Шупашкарта, А.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче, хăпартĕç.



21 ноября 2012
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter