Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн налук органĕсен ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Налук службин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 Сире професси уявĕ – Раççей Федерацийĕн налук органĕсен ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп. Налук службин сотрудникĕсен ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш Ен власть органĕсене республикăн финанс ăнăçлăхне, экономика аталанăвне тивĕçтерес тата унта пурăнакан çынсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçлама палăрмаллах пулăшать.

Налукçăсен ĕçĕн чи пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсенчен пĕри бюджет тупăшĕсем ÿсни пулса тăрать. Палăртма кăмăллă, кăçалхи 10 уйăхра республика бюджечĕн налук тупăшĕсен калăпăшĕ, 2011 çулхи çак вăхăтри шайпа танлаштарсан, 15,7 процент чухлĕ ÿснĕ тата 14961,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Республика бюджетне налукран кĕрекен укçа-тенкĕ шайĕ ÿсни социаллă тĕллевлĕ тÿлевсем валли, уйрăммăн илес пулсан, бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тÿленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă куракан граждансен ушкăнĕсене субсидисем тÿлеме тата ытти тĕллевсем валли ытларах укçа-тенкĕ уйăрма май парать.

Çакна та палăртса хăвармалла, юлашки çулсенче налук тÿлекенсен тата ĕç тăвакан власть органĕсен килĕшÿллĕ ĕçне пула республикăра налук енĕпе ăнăçлă лару-тăру йĕркеленнĕ, тÿрĕ кăмăллă тата патшалăх умĕнчи граждан тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлакан налук тÿлекенсен йышĕ пысăкланать. Эпир налук культурин шайĕ ÿссе пытăр тесе тăрăшатпăр, çак ĕçре, паллах, Чăваш Ен налукçисен тÿпи те çук мар.

Налук органĕсен ĕçченĕсене служба ĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн тата тивĕçе парăннăшăн тав тăватăп, пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ăнăçу, ырлăхпа телей сунатăп.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                      М.Игнатьев



21 ноября 2012
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter