2012-мĕш çулта Чăваш Енре 11 çĕнĕ ача сачĕ хута кайĕ

Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев шкулчченхи вĕрентÿ тытăмне аталантарас ыйтусемпе ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă.

Ăна уçнă май премьер-министр регионсенчен нумайăшĕнче асăннă ыйту çивĕччине палăртнă. Çĕр-шывĕпе кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсем 5 млн ытла ачана йышăннă, 400 пин ытла ачана ача сачĕсенчи вырăнсемпе тивĕçтерме шута илнĕ.

Дмитрий Медведев пĕчĕк хуласенче тата ялсенче лару-тăру çивĕччи çинчен каланă, унта ыйтăва татса парасси уйрăмах йывăр. «Пирĕн тĕллев пур - 2016 çул тĕлне черете пĕтермелле, ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ вăл. Çакă ачасемшĕн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ачисене садике вырнаçтарнă май вĕсем ĕçе таврăнма пултараççĕ, эппин, çемье бюджечĕ пуянрах пулĕ, демографи лару-тăрăвĕ те лайăхланĕ.

Çĕр-шыв Правительстви регионсене çĕнĕ ача сачĕсем тума, киввисене реконструкцилеме бюджет кредичĕсемпе пулăшать. 2012 çулта кăна вĕсене 41 регион илнĕ, пĕтĕмĕшле укçа виçи - 8 млрд тенке яхăн. «Çак укçапа май пур таран тухăçлăрах усă курмалла», - палăртнă Дмитрий Медведев.

Вăл хăйĕн çумне Ольга Голодеца Финанс министерствипе пĕрле патшалăхăн «Вĕрентĕве аталантарасси» программипе килĕшÿллĕн 2013-2015 çулсенче шкулчченхи тата хушма вĕрентÿ тытăмне çĕнетмелли мероприятисем валли хушма укçа уйăрассине тишкерме хушнă.

Конференцире сăмах илнĕ май Раççей вĕренÿ тата наука министрĕ Дмитрий Ливанов 2013 çулта федераци шайĕнче шкулчченхи вĕрентĕвĕн хушма тепĕр стандартне çирĕплетесси çинчен пĕлтернĕ. Ку çак сферăри çивĕч нумай ыйтăва сирме пулăшĕ.

Чăваш Енре хальхи вăхăтра шкулчченхи 439 вĕренÿ учрежденийĕ ĕçлет. Çав шутра - патшалăхăн мар 4 ача сачĕ, шкул умĕнхи ачасен тата шкулсенчи кĕçĕн çулсенчи ачасен 36 учрежденийĕ. Унсăр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 192 шкулта шкулчченхи уйрăмсене уçнă.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи вырăнсемпе тивĕçтермелли черетре 1,5 çултан аслăрах 16 пине яхăн ача пулнă, вĕсенчен 91,2% - 3 çул тултарманнисем. Республикăра 3-7 çулсенчи 1,4 пине яхăн ачана /черетĕн 8,7%/ садиксене вырнаçтарман.

2012-2015 çулсенче 8,6 пин ытла вырăнлăх çĕнĕ йышши 54 ача садне хута яма, пушă пÿлĕмсем пур вĕрентÿ учрежденийĕсенче 4,8 пине яхăн хушма вырăн йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех уйрăм çынсен ача сачĕсене уçса 890 вырăн йĕркелесшĕн. Республикăра 3-7 çулсенчи ачасене садиксене йышăнмалли черете 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтерме пăхнă, 1,5-7 çулсенчи ачасен черетне - 2015 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне.

Чăваш Ен федераци субъекчĕсенчен чи малтан Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕпе пĕрле социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем валли укçа уйăрмалли проекта пурнăçлама тытăнса шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсен строительствипе реконструкцине пуçланă. 2012 çулхи авăн уйăхĕнче çак тĕллевпе вăрахлăх 500 млн тенкĕ кредит илнĕ. Çавăн пекех федераци бюджетĕнчен республикăри шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене аталантармалли программăна пурнăçлама 78 млн тенкĕ бюджет кредичĕ илнĕ.

Кăçал ача сачĕсен 1573 вырăнлăх çĕнĕ 6 çуртне хута янă: Шупашкарта тата Патăрьел районĕнче - 2-шер, Çĕнĕ Шупашкарта тата Çĕрпÿре - пĕрер. çулталăк вĕçлениччен тата 635 вырăнлăх 5 ача садне хута ярасшăн. Хальхи вăхăтра Шупашкарти профильне улăштарнă ача садне, Шăмăршăри шкул çурчĕ пулнă çурта ача сачĕ валли реконструкцилессипе çыхăннă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, Канашри ача сачĕн юридици йĕркелĕвĕ пырать, раштавра Муркашри тата Куславккари çуртсене ача сачĕ валли реконструкцилессине вĕçлеççĕ. Унсăр пуçне шкулсен пушă пÿлĕмĕсенче йĕркелекен 39 ушкăн 975 ачана йышăнĕ.

 



21 ноября 2012
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter