Çамрăксене – социаллă тÿлевсем

Элěк районěнче халě «Ялсене 2013 çулччен аталантармалли» социаллă программа, федерацин 2011-2015  çулсем валли туса хатěрленě «Пурăнмалли çурт-йěр» программăпа килěшÿллěн йěркеленě «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йěрпе тивěçтересси» çум программа ěçлеççě. Кăçал асăннă çум программăпа района 2691,2 пин тенкě уйăрса панă. 6 çамрăк çемье çурт-йěр тума тата туянма ирěк паракан свидетельство илнě – пурě 2691,2 пин тенкěлěх. Федерацин «Ялсене 2013 çулччен аталантармалли» тěллевлě программине пурнăçласа çамрăк çемьесемпе специалистсене 4276,2 пин тенкě уйăрса панă. 5 çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йěр лартма тата туянма социаллă тÿлевсемпе тивěçтернě.



21 ноября 2012
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter