Чăваш Ен ирĕкне çирĕплетнĕ

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви кăçал пай çĕрне чи малтан республикăн туянма ирĕк пуррине информацин йышлă хатĕрĕ урлă пĕрре çеç мар ăнлантарчĕ. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн ăна сутас ыйту тухса тăрсан пирвай ЧР Министрсен Кабинетне туянма сĕнмелле, усламçăсен харпăрлăхне памалла мар. Правительство пая туянасси çинчен харпăрлăхçа çырупа пĕлтерсен ăна сутмалла. Çак йĕркене иртнĕ çулсенче никамах та пĕлмен-тĕр. Çĕр-çĕр гектар çĕре пайтаçăсен аллине панă. Кунашкал суту-илÿ саккунпа килĕшсе тăманнине çак уйăхра Раççей Аслă сучĕ те çирĕплетнĕ.

Унта пăхса тухнă ĕç пĕр хĕрарăм Шупашкар районĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пысăк лаптăка пайçăсенчен туяннипе çыхăннă. Ăна нумай лаптăка вакланă. Çакăн хыççăн Росреестр управленийĕнче шута илтернĕ. Кайран хаклă хакпа сутса пысăк тупăш курнă. Вакланă лаптăксем çĕнĕ хуçасен аллине куçнă пулин те вĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ улшăнман. Çак çĕр тĕлĕшпе те республикăн чи малтан туянмалли ирĕк пур тесе пĕтĕмлетнĕ Шупашкар район сучĕ. Унăн йышăнăвĕпе хĕрарăм килĕшмен, ăна пăрахăçлаттарса çĕнĕ йышăну кăларас пирки ЧР Аслă судне тавăç тăратнă. Граждан ĕçĕсене тишкерекен коллеги ăна тивĕçтермен. Хĕрарăм Мускавах çитнĕ, ĕçе РФ Аслă судĕнче пăхса тухма ыйтнă. Унта район, республика сучĕсем пайсене чи малтан туянмалли ирĕке Чăваш Ене парса тĕрĕс йышăну кăларнă тесе пĕтĕмлетнĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 ноября 2012
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter