Пайçăсене кам пулăшĕ?

Иртнĕ эрне кун Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе ĕçлĕ лару пулчĕ. Кун йĕркинче пĕртен пĕр ыйту, анчах калама çук çивĕчскер - çурт-йĕр тăвакан ултавçă организацисене пула шар куракан пайçăсен ирĕкĕсене хÿтĕлесе нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене туса пĕтерме пулăшасси.

Ку тĕллевпе çак енĕпе ĕçлекен ушкăн мероприятисен планне туса хатĕрленĕ, ăна вице-премьер алă пусса çирĕплетнĕ. Вăраха янă объектсенче вăл епле пурнăçланнине строймин куçран вĕçертмест.

Чÿкĕн 15-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ ЧР «Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр тăвакансене е вĕсемпе килĕшÿ тунă организацисене шăпи уçăмсăр объектсене хута ярас тĕллевпе Раççейри кредит банкĕсенчен кивçен илнĕ укçан проценчĕсене тÿлесе пулакан тăкака саплаштармашкăн республика бюджетĕнчен субсиди илмелли йĕркене çирĕплетнĕ.

Ларура ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов çивĕч ыйтуллă объектсен строительствине вĕçлессипе çыхăннă мероприятисене епле пурнăçлани тата çак ĕçри йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартрĕ. Çуртсен пулас хуçисенчен укçа пуçтарса хăйсене шăнман пăр çине лартса хăварнă фирмăсен, ОООсен айăпĕпе вăрах хута кайман объектсен пĕтĕмĕшле списокне хатĕрленĕ, ăна стройминăн официаллă сайтне вырнаçтарнă.

Списока Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти татăлман ыйтуллă 9 объекта кĕртнĕ. Пĕрне - Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнчи 63-мĕш çурта - çав кун туса пĕтернĕ тесе пĕлтерчĕç. Унта ларăва хутшăннисем те çитсе курчĕç. Объектра юлашки ĕçсем пыраççĕ, пайçăсем çĕнĕ çулччен пурăнма куçма хатĕрленеççĕ.

ЧР Правительство членĕсемпе тĕл пулма хăшĕсем çурт умне пухăннă. «Пилĕк çул хушшинче телейлĕ çак кун çитессе кĕтме тата ĕненме пăрахнăччĕ. Укçа шыва кайрĕ тесе мĕн чухлĕ куççуль тăкмарăмăр пулĕ. Пурнăçра тĕрĕслĕх пурах иккен. Тавах Чăваш Республикин Правительствине, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацине», - терĕç.

«Регионстрой» АХО хута яма хатĕрленекен çуртра ик çĕр çын çывăх вăхăтра телей çитнине туйса илĕ. Пайçăсемпе пĕрле эпир те кĕрсе куртăмăр. Пĕр подъезд çеç, апла пулин те 198 хваттерлĕ. Икĕ еннелле вăрăм коридор та - общежити евĕрех туйăнать. 17-22 тăваткал метрлă пĕрер пÿлĕмлĕскерсене хваттер тесе калас та килмест. Çак лаптăкрах - зал, кухня пекки. Хваттер хăтлăхĕ кĕртекен пысăках мар кĕтес-пÿлĕм пур. Усă курмалли вырăн ытла та пĕчĕк пулин те - çын патĕнче пурăнни мар.

Ларура ытти объект пирки сăмах тухсан Иван Борисович Çĕнĕ Шупашкарсен ырă тĕслĕхĕпе усă курма сĕнчĕ.

Совет урамĕнчи 63-мĕш çурта списокран кăларĕç-ха, анчах тата 8 объект шăпине татса памалла-çке. Нухрачĕ самаях кирлĕ. Пĕри - Çĕнĕ Шупашкарта, çиччĕшĕ - Шупашкарта. Тата 375 пайçă хваттерсĕр.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин пĕлтернĕ тăрăх - Кăнтăр урамĕнчи 23 çын пурăнмалăх çурта Совет урамĕнчи йĕркепех тăрламалла. Хальлĕхе вăл 65% çеç хатĕр.

Шупашкарти уçăмсăр шăпаллă объектсенче çĕнĕ хуçасене тупса палăртас тĕллевпе конкурс управляющисем конкурс ирттереççĕ. Фучик урамĕнчи 55% çеç хатĕр çурт пирки «Стройтрест-2» АХОн конкурс управляющийĕ кредиторсен пухăвĕнче çĕртмен 25-мĕшĕнчех пĕлтернĕччĕ. Конкурс темиçе хут та ирттерме палăртнă. Хутшăнакансем пыманран пĕрре те пулман. Çурт халĕ те «тăлăх». Улталанă пайçăсене пулăшакан çук. Çĕнĕ инвестор тупăнсан 2013 çулхи çуркунне лав вырăнтан хускаласса систерчĕ Владимир Громов. Ăна туянакан тупăнмасан ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объект вырăнне йышăнса çурта Шупашкар хула администрацийĕн балансĕ çине куçарĕç.

Тĕп хулари IX Пилĕкçуллăх тата Трактор тăвакансен проспекчĕсенчи çуртсен ыйтăвĕ халĕ те уçăмсăр. Вĕсене туса пĕтерсе çынсене пурăнма куçарасчĕ тесе шухăшлакан хуçа çук.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 ноября 2012
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter