Элĕк районĕ: Екатерина Михайловна 9 теçетке çул урлă каçнă тесе шутламасть-ха: çăм арлать, алсиш-чăлха çыхать

Шуркасси ялĕнчи Екатерина Крылова 90 çул тултарчĕ. Нумай çул пурăнакан кинемее юбилейпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Галина Григорьева, Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Иванова пырса çитнĕ. Лидия Михайловна хисеплĕ ватăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне панă.

Екатерина Михайловна Етĕрне районĕнчи Салапайкасси ялĕнче çуралнă. Хĕр ÿсĕмне çитсен пирĕн районти Шуркассинчи Николай Петрова качча тухнă. Иккĕшĕ пĕрле хĕрпе 2 арçын ачана пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсен 7 мăнук. Ватăсем хăйсен хĕрĕ Тамара патĕнче пурăнаççĕ. Екатерина Михайловна хăй пĕртте 9 теçетке çул урлă каçнă тесе шутламасть-ха: çăм арлать, алсиш-чăлха çыхать.

 



22 ноября 2012
12:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter