Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей халăх артисчĕпе, юрăçпа, пианистпа, композиторпа тата продюсерпа Дмитрий Маликовпа курнăçнă

Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей халăх артисчĕпе, юрăçпа, пианистпа, композиторпа тата продюсерпа Дмитрий Маликовпа курнăçнă.

Тĕл пулура юрăç федерацин Атăлçи округĕнче пурнăçлакан "Музыка урокĕсем" социаллă вĕрентÿ проектне пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Проектăн тĕп тĕллевĕ - çĕр-шыври культура тата çут ĕç йăлисемпе пуян музыка вĕрентĕвне аталантарасси, влаç, бизнес, пресса представителĕсене ачасен пултарулăхĕпе кăсăклантарасси. "Музыка сиплет. Çавăнпа хамăн çĕнĕ альбома "Панацея" ят патăм. Рояльпе усă курса çакăн пек асамлă "таблетка" шухăшласа тупрăм", - тенĕ Дмитрий Маликов.

Михаил Игнатьев юрăçа пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, Чăваш Енре пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсен 10: ытла хушма музыка пĕлĕвĕ илнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Дмитрий Маликова Чăваш Республикин патшалăх символикиллĕ алла çыхмалли сехет парнеленĕ.

Çав кунах паллă юрăç Чăваш Республикин культура училищин вĕренÿ театрĕнче ачасен искусство шкулĕсене, музыка шкулĕсене çÿрекенсем, республикăри ача çурчĕсен воспитанникĕсем валли мастер-класс ирттернĕ. Урокра вăл ачасемпе пĕрле классика шутланакан хайлавсене, хăйĕн инструментпа каламалли композицийĕсене шăрантарнă.



22 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter