Канаш районĕнчи Янкăлчри виçĕ пĕр тăван Гаврилов летчиксене пирĕн çĕр-шыв авиацийĕнче пĕлмен çын сайра

Канаш районĕнчи Янкăлчри виçĕ пĕр тăван Гаврилов летчиксене пирĕн çĕр-шыв авиацийĕнче пĕлмен çын сайра. Асли - Мускавра пурăнакан Николай Федорович - Раççей Геройĕ, РФ тава тивĕçлĕ летчикĕ, шкултан вĕренсе тухсанах Сызраньти авиаци училищине çул тытнă. Пиччĕшне кура шăллĕсем те унăн çулне суйланă. Александрпа Сергей иккĕшĕ те - авиаци полковникĕсем. Александр паян та çÿл тÿперен анмасть-ха. Федерацин хăрушсăрлăх тытăмĕнче ĕçлекенскер «хĕрÿ» вырăнсене сахал мар çитнĕ. Гавриловсен йăмăкĕн ывăлĕ Артур та паян асăннă училищĕре летчик ăсталăхне алла илет. Паттăр арçынсен амăшĕн Мария Мироновнăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пилĕк ачапа тăлăха юлнă хĕрарăм. Çавăнпа та вĕсене ура çине тăратма чылай тар тăкма тивнĕ унăн. Кил-тĕрĕшре ытларах ывăл-хĕрĕ тăрмашнă. «Ман ачасене ĕç çын турĕ», - палăртать хисеплĕ ватă. Вăл «Хĕвел тухăç» колхозăн бригадирĕнче тăрăшнă чухне ир кÿлĕм килтен тухса кайнă та хĕвел ансан тин таврăннă. Вăл вăхăтра хире ĕçлеме çĕр çын та ытларах тухнă. Мария Мироновна ертсе пынă бригада ăмăртусенче пĕрре кăна мар малти вырăнсем йышăннă. Уйрăмах выльăх кăшманĕ ăнса ÿснĕ-мĕн. 1 гектартан 600-700 центнер туса илнĕ. Хастар хĕрарăм делегатсен йышĕнче Мускавра ВДНХ канашлăвне хутшăннă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Каярахпа вара Мария Гавриловăна Янкăлч ял канашĕн секретарьне куçарнă. Кирек епле вырăнта та тăрăшулăхĕпе тата таса чунĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ Мария Мироновна. Тен, çавăнпа вăл ĕлĕкхи вăхăтсене ырăпа аса илме юратать. «Хальхипе танлаштарсан, пурнăç йывăртарахчĕ пулин те, хаваслăччĕ ун чух. Шывĕ те пÿртре марччĕ, çурта кăмрăк хутса ăшăтнă. Пур пĕрех çынсен куçĕсем телейпе çиçетчĕç. Халĕ килĕренех хăтлăх хуçаланать. Йăлтах пуртан мĕн патне ăнтăлмаллине пĕлместпĕр... - палăртать Мария Мироновна. - Çын пуçне 1 гектар çĕр улми пуçтарма тÿпе виçсе паратчĕç, кăшманне те хамăр вăйпах кăларнă, тиенĕ. Ĕçленĕшĕн алă татăлса ÿкмест. Наянлăх вара çынна этемлĕхрен кăларать». Мария Мироновнăпа пĕрле хĕрĕ Оля тата унăн ачисем пурăнаççĕ. Кашни çулах тăван тăрăхăн техĕмлĕ сывлăшĕпе киленме çемйисемпе аякра тĕпленнĕ ывăлĕ-кинĕ те килет. Кил-çурта пĕрмаях юсаççĕ, çĕнетеççĕ. Уйрăмах Саша килтисене канăç кăтартмасть иккен. Пĕрмаях стройка пуçарать. Николай Федорович вара час-часах сумлă хăнасем илсе килет. Тусĕ Леонид Якубович Янкăлчра пĕрре мар пулнă. Гавриловсен пахчи хыçне вертолет та анса ларнă. Курсантсемпе экспедицие тухнă аслă пиччĕшĕ çула май тăван тăрăха килсе çаврăннă. Хăнасене чăваш апачĕпе шÿрпепе сăйланă. Сывлăш чăн-чăн карапне курма уйрăмах ача-пăча хыпаланса чупнă. Вертолет сывлăшра вăйлă çил кăларнăран хуралтă çивиттийĕ хăйпăнасран шикленекен те тупăннă.



22 ноября 2012
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter