Опера уявне «Аида» уçрĕ

Пĕр иккĕленмесĕрех çапла калама пултаратпăр: М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисен юратнă уявĕ пулса тăчĕ. Çирĕм икĕ çул хушшинче вăл хăйĕн шанчăклă тус-юлташне тупрех. Çакна фестиваль кунĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн курав залĕ лăк тулли пулни лайăх çирĕплетет.

Виçĕм кун та çаплах пулчĕ. ХХ ĕмĕрти паллă юрăçсенчен пĕри, пирĕн ентеш Максим Михайлов ячĕпе йĕркеленĕ фестиваль итальян композиторĕн Джузеппе Вердин «Аида» оперипе уçăлчĕ.

Ун умĕн уяв йĕркелÿçисем Раççей Федерацийĕн культура министрĕн Владимир Мединскин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам сăмахĕсене вуласа пачĕç.

Владимир Ростиславович театрпа музыка уявне Чăваш Ен культурин чи çутă пулăмĕпе танлаштарать, унта Мускав, Питĕр, Урал, Çĕпĕр, çавăн пекех чикĕ леш енчи чи чаплă юрăçсем хутшăннине ырлать. Фестивалĕн кăçалхи программине нимĕнле пуянлăхпа танлаштарма май çук Елена Образцова илемлетнишĕн куравçăсемпе пĕрле савăннине палăртать. «Максим Михайлов бас тăван çĕр-шывĕнче Джузеппе Вердин тĕлĕнмелле произведенине - «Аида» оперине - сцена çине кăларма тивĕçнĕ опера труппи пурри шанăç кÿрет», - тенĕ федераци министрĕ.

Михаил Игнатьев вара Чăваш Ен хăнасене хапăл пулнине, хамăрăн пултаруллă ентешĕмĕрпе тивĕçлипе мухтаннине, асăннă фестиваль чи лайăх йăла-йĕркене упраса хăварма тата Чăваш Енĕн профессионал искусствине малалла тăсма май панине палăртнă.

«Аида» опера патне таврăнар-ха. Вăл Чăваш Ен сцени çине пуçласа тухрĕ. Çапла тума сăлтавсем пулнах. Кĕçех унăн авторĕ Джузеппе Верди çуралнăранпа 200 çул çитет. Произведение кун çути кăтартма Раççей Культура министерстви пулăшнă - грант çĕнсе илнĕ. Провинци театрĕсен репертуарĕнче çук оперăна Мускав режиссерĕ Анна Фекета лартма килĕшни те пĕлтерĕшлĕ. Анна Иосифовна шухăшĕпе «Аида» - юрату гимнĕ. «Маншăн чи пĕлтерĕшли Аида, Радамес тата Амнерис хушшинчи «çăмхана» пĕлсе сÿтесси, вĕсене тĕрĕс ăнланасси пулчĕ. Юратура та, пурнăçри пекех, лайăх тата япăх çынсем çук, кашнийĕ хăй тĕрĕс тăвать тет, кашнийĕ хăйĕн юратăвĕшĕн кĕрешет. Аидăнах илер: ашшĕне вĕлернĕ тата Радамеса арестленĕ хыççăн пурнăç тĕллевне çухатать. Амнерис та çаплах асапланать, мĕншĕн тесен юратнă арçынни ун патне нихăçан та таврăнмасса пĕлет. Радамес Аидăна нимĕнле пуянлăхпа та улăштарма пултараймасть. Кашнийĕ юратать, тарăхать, асапланать...»

Юратăвăн «виç кĕтеслĕхĕнче» çаксем пулчĕç: Аида партине Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Мария Еланова юрларĕ, Радамес партине - Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Иван Снигирев, Амнерис партине - ЧР тава тивĕçлĕ артистки Маргарита Финогентова.

Спектакле çавăн пекех ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Алексеев /Амонасро/, Пĕтĕм тĕнчери конкурс лауреачĕ Константин Москалев /Египет патши/, Пĕтĕм тĕнчери конкурс дипломанчĕ Андрей Николаев /Рамфис/, ытти юрăç, хорпа балет артисчĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн музыка педагогикин факультечĕн хорĕ, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин хореографи уйрăмĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Художник ĕçне те палăртса хăвармалла. Валентин Федоров ÿнерçĕн, костюмсен художникĕн Галия Юсуповăн çеç мар, çутăпа ĕçлекен Александр Калашниковпа Антон Федоренчик ÿнерçĕсен те нумай тăрăшма тивнĕ, сцена çинчи ĕç-пуç /тум, вырăн, лару-тăру/ ĕненмелле пулса тухнă.

Итали композиторĕн вилĕмсĕр произведенийĕн дирижерĕ çак каç итальянах пулчĕ. Вăл - Сицили утравĕ çинчи «Луиджи Пиранделло» театрăн пултарулăх ертÿçи Клаудио Онофрио Галлина. Маэстро шухăшĕпе, итальян оперине нота тăрăх вĕренсе çитме çук, вăл дирижер патакĕн вĕçĕнче «пурăнать». Çак ăсталăх ăруран ăрăва куçса пырать-мĕн.

«Аида» оперăн премьерине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа çитсе курчĕç.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 ноября 2012
11:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter