Тăван чĕлхепе вуласа унăн пуянлăхне упрар

«Район хаçатне кашни çур çултах çырăнса илетĕп. Хамăр тăрăхри хыпарсемпе паллашмасан темĕн çитмен пекех туйăнать. Тăван чĕлхепе шăрçаланă статьясене вулама юрататăп: ара, хам та чăваш-çке, чăваш ялĕнче пурăнатăп», - çынсем çапла каланине командировкăсене кайсан яланах илтетĕп. Çакă, паллах, савăнтарать. Чăвашла вулакансем ытларах пулсан чĕлхемĕрĕн пуянлăхне упраса хăварма та май ытларах-çке. Анчах, шел те, юлашки вăхăтра район хаçачĕсенче те вырăсла статьясем пичетленнине асăрхатпăр.

Çĕрпÿ, Етĕрне, Куславкка, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç хаçачĕсем икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - тухаççĕ. Чăвашла номерсенче тăван чĕлхепе çырнă статьясем çеç пичетленеççĕ-ши е çапах та вырăслисем те кун çути кураççĕ-ши - çакна пĕлес тĕллевпе асăннă районсен хаçачĕсене тишкертĕмĕр. Шел, пĕтĕмлетÿ савăнтармарĕ.

Акă Çĕрпÿ район хаçатнех илер. «Çĕрпÿ хыпарçи» эрнере икĕ хут: ытлари кун /4 страницăпа/ тата эрне кун /8 страницăпа/ вырăсла тата чăвашла тухнине, хаçата кам тата хăçан регистрациленине, ун адресне, номере ăçта калăпланине тата ыттине - йăлт вырăсла палăртнă. Вĕсене чăвашла куçарсан халăх ăнланмĕ тенĕ-ши? Кăçалхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче тухнă номере алла илетпĕр. 1-мĕш страницăри материалсем пурте чăвашла. «Вырма тата ака-суха паттăрĕсем», «Кĕр кунĕсем çĕр ĕçченне васкатаççĕ», «Халь пурте ĕççин вĕри ытамĕнче»... - статья ячĕсене пăхсах вĕсене вулас килет. 2-мĕш страницăна та хурлама çук, тăван чĕлхепе шăрçаланă йĕркесем кăмăла çĕклеççĕ. Ку хыпарсене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн сайтĕнчен илнине те палăртма манман. 3-мĕш страницăна - ăна «Новый учебный год» тесе ят панă - уçсан вара савăк кăмăл туххăмрах сÿнет. Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă статьясем - йăлт вырăсла. Çитĕнекен ăрăва, ахаль те тăван чĕлхерен писсе пыраканскере, çакă ытларах килĕшĕ ахăртнех. 4-мĕш страницăра та чăвашла пĕр сăмах та асăрхамарăмăр. Налук служби хăйĕн информацине çине тăрсах вырăсла вырнаçтарма ыйтнă-ши е хаçатçăсем ăна куçарма ÿркеннĕ-ши? Пытармăпăр: хăш-пĕр статьяна, уйрăмах пĕр-пĕр ведомство специалисчĕсем ятарлă терминсемпе усă курса хатĕрленине, куçарма çăмăлах мар, çапах тăрăшсан май килетех-çке. 5-6-мĕш страницăсенче - телепрограмма. 7-8-мĕш страницăсенче реклама вырăн тупнă, паллах, йăлтах вырăсла. Урăхла каласан - эпир тишкерекен номерте малтанхи икĕ страница çеç чăвашла, ыттисем вара - 70-75% - вырăсла. Тен, ку номере çеç çапла кăларнă пулĕ тесе теприне - авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнчине - пăхса тухрăмăр. 1-мĕш страница - йăлт чăвашла. «Поддержка» - сирĕн шанăç, сирĕн тĕрек» статья - реклама материалĕ, ăна чăвашла куçарса пичетлени чунра ырă шанăç çуратрĕ. «Реклама паракансем хăйсем пирки вырăсла çыртарасшăн», - теме хăнăхнă эпир. Чăн та, ун пеккисем те пур-ха, çапах чăваш çынни чăвашлах вулас тенине шута илекен те сахал мар. 2-3-мĕш страницăсенче - тăван чĕлхепе çырнă статьясемех. 4-мĕшĕнче - модуль-реклама.

Çĕмĕрле район хаçачĕ, «Малалла» ятлăскер, эрнере пĕр хут - эрне кун - икĕ чĕлхепе тухнине те вырăслах палăртнă. Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен калакан саккунăн 27 статйипе килĕшÿллĕн палăртмалли çак кăтартусене: учредительсем, тĕп редакторăн ячĕ-хушамачĕ, хаçата миçере алă пусмалли тата пусни, редакци тата типографи адресĕсем тата ыттине - чăвашла куçармашкăн вăхăт нумаях кирлĕ мар-çке. Çитменнине ку ĕçе кашни номер тухмассерен çĕнĕрен тума та тивмĕ. Пирĕн алăра - 16 страницăллă хаçатăн кăçалхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче тухнă номерĕ. 1-мĕш страницăна курсанах унпа хăвăртрах паллашас килет. Чи малтан - анонса пула: «Çĕмĕрле çуралнă кунне уявлать. 12-13 стр. Спорта юратакансене çумăр та хăратмасть. 6,11 стр.» Статьясем те чăвашлах. Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Новичков хула çыннисене уяв ячĕпе тăван чĕлхепе саламлани те килĕшÿллĕ. 2-мĕш страницăра та çак пулăмпах çыхăннă салам пур: Çĕмĕрле хула Пухăвĕн депутачĕн А.Пронинăн сăмахĕсене темшĕн вырăслах пичетленĕ. Материалсене вара тиркемелли çук.

3-мĕш страница - йăлт вырăсла. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районне кайни, çав тăрăхра 240 вырăнлăх ача садне уçнă тата 36 хваттерлĕ çурта хута янă çĕре хутшăнни* мухтавлă ентешĕмĕрĕн Андриян Николаев космонавтăн çуралнă кунне республикăра мĕнле паллă туни тата ытти пирки çырса кăтартнă. 4-мĕш страницăра республика Пуçлăхĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 1-мĕш курс студенчĕсемпе тĕл пулнине çырса кăтартнă, вырăсла çак информацие ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн сайтĕнчен илнине палăртнă. Ку сайтăн чăвашла версийĕ те пур-çке, мĕншĕн-ха район хаçачĕсенче тăрăшакан ĕçтешĕмĕрсен ăна уçса пăхас мар, кирлĕ информацие унтан илес мар? Çак страницăна тупмашкăн питĕ ансат: www.cap.ru сайта кĕмелле те сулахай енче вырнаçнă «Чăвашла» текен паллă çине пусмалла. Унта республикăри хыпарсене тишкернипе пĕрлех чăвашла тухакан МИХсенче пичетленнĕ материалсене те вулама пулать. «Малаллан» çÿлерех асăннă номерĕн 4-5-мĕш страницисенче те чăвашла пĕр йĕрке те тупаймарăмăр. 7,10-мĕшĕсенче - телепрограмма. 6 тата 11, 12-13-мĕш страницăсене çитсен вара йăнăшпа «Вперед» номерне тытмарăмăр-ши тесе те иккĕлентĕмĕр, çук иккен, алăра - чăвашла номерех. Апла тăк мĕншĕн-ха кунти материалсем йăлтах вырăсла, анонсра тăван чĕлхепе палăртнăччĕ вĕт? 14-16 страницăсенче - реклама. Урăхла каласан - ку номерĕн малтанхи икĕ страници çеç чăвашла, ыттисем вара «Вперед» ятпа тухнисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Тен, тăван чĕлхепе шăрçаланă материал сахал пулнăран чăвашла тухакан хаçатăн тиражĕ пĕчĕк, 237 экземпляр çеç? /Пĕтĕмĕшле тиражĕ - 5808 экземпляр./ Тен, çакна пулах тăван-пĕлĕшне çуралнă кунпа, ытти уявпа хаçат урлă чăвашла саламлакан ытла сахал?

Паян çывăх çынсене чĕлхене хуçа-хуçа вырăсла саламлăпăр, каярахпа ывăл-хĕре ку хăвăршăнах лайăх тесе вырăсла пуплеме хăнăхтарăпăр, унтан ыттисем пек пулас тĕллевпе чăваш хаçат-кĕнекине вулама пăрахăпăр - кун пек пырсан чăвашлăх пĕтсех ларма пултарать-çке! Чăн та, пирĕн республикăра икĕ чĕлхене - чăваш тата вырăс - патшалăх чĕлхи тесе çирĕплетнĕ, анчах çакă анне чĕлхине хисеплемелле маррине пĕлтермест-çке! «Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕр тăршшĕнче, тĕрлĕ йывăрлăх тÿссе, аталантарса, ÿстерсе пынă. Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ÿстерме вĕренет. Этем тени тăван амăшĕсĕр, тăван халăх чĕлхисĕр йĕркеллĕ, пур енлĕн ÿсеймест. Тăван чĕлхене пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ илме пулăшать», - тенĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, паллă литературовед Михаил Сироткин. «Халăх хăй чĕлхине мантăр тени вăл çав халăха пĕтерес тенипе пĕрех пулать, чĕлхе хăйне тунă халăхпа çеç вилет», - палăртнă Иван Яковлев Вĕрентекенĕмĕр.

Етĕрне район хаçатне - «Ĕç ялавне» - тишкерме пуçласан йывăр шухăшсем майĕпен сирĕлме тытăнчĕç. Акă авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухнă номерте Пĕлÿ кунĕ ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Етĕрне район администрацийĕн тата хула тăрăхĕн пуçлăхĕсем саламланă. Тăван чĕлхепе çырнă статьясене вуланă май чĕлхе пĕрре те такăнмасть. 2-мĕш страницăна та хурлама сăлтав çук. Унта Етĕрне районĕн территори суйлав комиссийĕн йышăнăвĕсене те чăвашлах лартни пушшех хăпартлантарчĕ. «Етĕрне-Килĕшÿ» СППК ертÿçинчен илнĕ интервью та /вăл, паллах, тÿлевлĕ материал/ чăвашлах. 4-мĕш страницăри гороскопа вара темшĕн вырăсла лартнă, шел, ку номерте çеç мар, ыттисенче те çаплах. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче вулакан патне çитнĕ номерте те тĕп вырăнта - чăваш сăмахĕ, модуль-реклама çеç вырăсла. Етĕрнесене мухта-мухта авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче кун çути курнă хаçата уçрăмăр çеç - пирĕн савăнăç каллех сÿнчĕ: 3-мĕш страница, «Трезвый взгляд» ят панăскер, пĕтĕмпех вырăсла статьясенчен тăрать иккен. Унта токсиколог алкогольпе наркăмăшланнин сиенĕ пирки каласа кăтартать, тепĕр статьяра сăмах - суррогатсемпе сутă тăвакансем çинчен...

«Пирĕн сăмах», Сĕнтĕрвăрри район хаçачĕ, юн кун - вырăсла, шăмат кун вара чăвашла тухать. Чăвашла номерсенче тăван сăмах тĕп вырăнта пулмаллине шута илнĕ-ха редакцире тăрăшакансем, çапах хушăран вырăсла материалсем те курăнкалаççĕ. Тĕслĕхрен, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă номерте район администрацийĕн пуçлăхĕн саламне темшĕн вырăсла панă. Территори суйлав комиссийĕн йышăнăвĕсене те куçарман. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухнă номерте 3-мĕш страница та йăлтах вырăсла: унта санэпидслужба 90 çул тултарни пирки каласа кăтартнă.

Йĕпреç район хаçатне çав тăрăхра пурăнакан чăвашсем юратса вулани унăн тиражне пăхсан тÿрех сисĕнет: 2538 экземпляр. Вырăслин вара - 1442. «Çĕнтерÿшĕн» номерĕсене вуланă май «Тăван чĕлхем - сÿнми хĕлхем» йĕркесем аса килеççĕ. Йĕпреçсем уйăх ячĕсене те чăвашлах палăртаççĕ, саламсене те чăвашлах шăрçалаççĕ... Чăн чăваш хаçачĕн çапла пулмалла та! Пĕр пулăм çеç аптăратрĕ: хăш-пĕр номерĕн 1-мĕш страницинче аялти кĕтесре вырăсла анонс е пĕлтерÿ пани. Пысăках та мар вĕсем, çапах тÿрех куç тĕлне пулаççĕ. Тĕслĕхрен, авăнăн 16-мĕшĕнче Камай уйĕнче вăйăсем иртесси пирки йĕркелÿ комитечĕ пĕлтерни, федерацин налук служби Уçă алăксен кунне ирттерме планлани çинчен...

Куславкка район хаçачĕн «Ялавăн» тĕп редакторне вара тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнĕшĕн чăнласах та мухтас килет. Вăл ертсе пыракан коллектив чăн чăвашла статьясем çырса вулакансене тăван чĕлхемĕр мĕн тери илемлĕ те пуян пулнине тепĕр хут ăнланса илме май парать. Хаçат эрнере икĕ хут тухни, ăна ăçта калăплани-пичетлени тата ытти кăтарту - йăлт чăвашла. Телекурав программинчи /авăн уйăхĕсенчи номерсенче çаплах çырнă, хăшĕ-пĕри пек «Телепрограмма на неделю» темен/ кун ячĕсене те чăвашлах палăртаççĕ вĕсем, çÿлерех асăннă хаçатсенче йăлтах вырăслаччĕ. Саламсем, 1-2 йĕркеллĕ пĕлтерÿсем, хурлану сăмахĕсем, модуль-реклама та - чăвашлах, вырăсли таçтан пĕрре çеç курăнкалать. Тен, пурăна-киле «Ялав» номерĕсем те «Знамя» хаçатăнни пекех 8 страницăпа тухма пуçламĕç-ши /хальлĕхе вăл 4 страницăпа пичетленет/ тесе ыррăн ĕмĕтлентĕмĕр. «Чун çимĕçĕн» калăпăшĕ пысăкрах чухне унта статья ытларах лартма май килет-çке, çапла вăл татах та пуянрах, интереслĕрех пулĕ.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 ноября 2012
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter