«Россельхозбанк» ОАО Чăваш Енре инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшать

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществин правленийĕн Председателĕпе, Сăнав Канашĕн членĕпе Дмитрий Патрушевпа тĕл пулнă. Калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă. 2008-2012-мĕш çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли Патшалăх пограммине пурнăçлассипе «Россельхозбанк» ОАОпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинчи Килĕшӳ епле пурнăçланнине сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев «Россельхозбанк ОАО Чăваш Енри экономика, социаллă, вĕрентӳ тата ытти сферăсене аталантарма республика Правительствине  пысăк пулăшу панине палăртнă. «Россельхозбанк» малашлăхра Чăваш Енри АПКна  аталантарма республика Правительствипе пĕрле килĕшсе кредит парассине сарма палăртать. «Ял хуçалăхĕн приоритетлă отраслĕсене çĕнетме укçа-тенкĕ уйăрма палăртатпăр», - тенĕ Дмитрий Патрушев. Тĕл пулура Россельхозбанка малашлăхра Чăваш Енри ял хуçалăхĕшĕн  пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестициллĕ проектсене хутшăнтарасси пирки калаçнă. Калаçу самантĕнче  Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан сĕт-çу тавар фермине хута ярасси пирки те сӳтсе явнă. Чăваш Республикинче Россельхозбанк пулăшăвĕпе  выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, овощехранилище, теплица хăпартас тата реконструкцилес енĕпе çĕр ытла инвестици проектне хута янă. 2000–мĕш çултанпа Патшалăх прграммипе килĕшӳллĕн филиал 15 млрд тенкĕллĕх кредит парса пулăшнă. 

 



23 ноября 2012
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter