Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн çутçанталăк пурлăхĕпе экологи Министрĕ Сергей Донскойпе тĕл пулнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра  Раççей Федерацийĕн çутçанталăк пурлăхĕпе экологи Министрĕ Сергей Донскойпе тĕл пулнă. Тĕл пулура çутçанталăка упрассипе йышăннă прграммăсем пурнăçланса пынине, республикăра вăрмансене пушартан сыхласа хăварссине тата ытти хăш-пĕр ыйтусене сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Министрне 2010-мĕш çулта Чăваш Енре çуннă вăрмансене çĕнĕрен чĕртсе тăратас енĕпе тунă ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Калаçу вăхăтĕнче çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче Çĕрпӳре Çавал юхан-шыв сарăласран хӳтĕлев сооруженийĕсем тăвас проекта Раççей Федерацийĕн 2012-2020-мĕш çулсенче шыв хуçалăхĕн комплексне аталантарма май паракан программăна кĕртес ыйтăва пăхса тухнă. Раççей Федерацийĕн çутçанталăк пурлăхĕпе экологи Министерстви республика çак  тĕлĕшпе тăратнă ыйтăва пăхса тухĕ. Кунсăр пуçне пушара хирĕç кĕрешмелли техникăна çĕнетме республикăна федераци пулăшăвĕ парасси çинчен те ыйту хускатнă. Çак ĕçсене тума республика хăй енчен укçа-тенкĕ уйăрĕ.



23 ноября 2012
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter