Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Анне кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Анне кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 Çак тĕлĕнмелле çутă уяв пире пурнăç кăтартса пăхса çитĕнтерекен, йывăрлăхсенчен хÿтĕлекен, хăй чĕри ăшшине парнелекен мĕн пур хĕрарăма чунтан юратнине, ырă суннине тата пĕтĕм кăмăлтан тав тунине палăртакан таса та çепĕç туйăмсемпе пуян. Чăваш Енре амăшĕпе ача сывлăхне сыхласси, çемье институтне çирĕплетесси, çураласлăха хавхалантарасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем шутланаççĕ. Сăмахран, нумай ачаллă çемьесене республикăн амăшĕн (çемье) капиталĕ евĕр паракан 100 пин тенкĕлĕх хушма пулăшу çирĕплетнĕ. Ăна асăннă çемьесем 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕш кунĕнчен пуçласа виççĕмĕш ача е ун хыççăнхи ачасем çуралсан илеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çак социаллă пулăшу тĕсĕ валли 1500 яхăн сертификат уйăрса панă. 2013 çулта виççĕмĕш ача е ун хыççăнхи ачасем çуралсан ача валли кашни уйăхра паракан тÿлев вăя кĕрет. Ăна Чăваш Республикинчи çын пуçне тивекен вăтам тупăшран сахалрах тупăш илекен çемьесене ачасем валли çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайĕпе тÿлеме палăртнă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, çав тÿлеве 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă çемьесем 100 процента яхăнах илсе тăрĕç.  Йышăннă мерăсене пула республикăра 2012 çулта 15 пин ытла ача çуралнă, ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пин пепке ытларах. Çапла майпа эпир юлашки 20 çулта пуçласа демографин пурлă кал-кал аталанăвне тивĕçтертĕмĕр, кунпа, паллах, мухтанма та юрать. Мĕн пур шайри власть органĕсен юратупа илем, çураçулăх валли лайăх хутлăх туса памалла тата кашни çемьех обществăри çирĕплĕхрен килекен ыранхи куна шанчăклăн кĕтме пултартăр. Хаклă амăшĕсем! Пурсăра та хăвăр ачăрсене кашни кун парнелекен юратупа ачашлăхшăн, пулăшушăн чĕререн тав тăватăп. Сире тата сирĕн çемйĕрсене ырлăхпа телей, çирĕп сывлăх, мĕн пур лайăххине тата кĕтекен, телейлĕ те савăнăçлă пепкесем сунатăп!

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                              М.Игнатьев



24 ноября 2012
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter