Патшалăхăн аслă шкулĕсене упраса хăвармалла

Кĕçнерни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аслă вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ, унта федерацин аслă професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен ĕç тухăçлăхĕн мониторингĕн кăтартăвĕсене сÿтсе явнă. Мониторинга Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерстви ирттернĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика территорийĕнчи темиçе вуз «тухăçсăррисен» списокне лекнĕ.

«Манăн тĕллев - патшалăх вузĕсене май пур таран сыхласа хăварасси. Мĕншĕн тесен пирĕн выпускниксем ĕç рынокĕнче кирлĕ, вĕсен пĕлĕвĕ ĕç паракансен требованийĕсене тивĕçтерет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл тĕслĕх вырăнне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн техника факультечĕсен тата электротехника кластерĕн предприятийĕсен ĕçтешлĕхне илсе кăтартнă, вĕсем студентсене 3-мĕш курсранах производствăна явăçтараççĕ. Анчах çав вăхăтрах ĕç рынокĕ аслă професси вĕрентĕвĕнчен ыйтакан çĕнĕ требованисене мĕн пур аслă шкул тивĕçтереймест. «Тĕнче улшăнать, общество улшăнать, республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсем улшăнаççĕ. Пире ку килĕшет-и, килĕшмест-и, анчах пирĕн те улшăнмаллах», - пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Канашлура аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсем хăйсен вĕренÿ учрежденийĕсен ĕç тухăçлăхне Раççей Вĕренÿ тата наука министерстви палăртнă критерисемпе килĕшÿллĕн ÿстермелли плансем çинчен каласа панă.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter