Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Газпром» акционерсен уçă обществин Правленийĕн Председателĕпе Алексей Миллерпа тĕл пулнă

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Мускавра «Газпром» акционерсен уçă обществин Правленийĕн Председателĕпе Алексей Миллерпа тĕл пулнă. Калаçура Чăваш Республикин территорийĕнче инвестици проектсене Газпрома явăçтарас ыйтăва хускатнă. Алексей Миллер республика Пуçлăхĕнчен Чăваш Енре хĕллене хатĕрленсе хутса ăшăтмалли тапхăр епле пуçланни çинчен ыйтса пĕлнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра газпа тивĕçтерес ĕç пысăк шайра тăни çинчен пĕлтернĕ, çынсем пурăнакан çуртсене пурне те ăшăпа тивĕçтернине палăртнă.  Хальхи вăхăтра Газпром пулăшнине кура, ялсене пурне те газ илсе çитернĕ. Михаил Игнатьев  Алексей Миллера Шупашкарта 7500 вырăнлă Пăр керменĕ хута ярасси çинчен пĕлтернĕ. Палăртнă ĕçе «Газпром» ОАО та пысăк витĕм кĕнине каланă. Проекта пурнăçа 2013-мĕш çулта кĕртсе пĕтерме палăртса хунă. Пуçлăх Чăваш Енре те спортăн тĕрлĕ енĕпе спортсменсене хатĕрлеме çителĕклĕ таран май пуласса шантарнă. Ăмăртусене хутшăнакансемпе хатĕрлев тапхăрĕсене кунĕ çĕрĕпе ирттерме май пулĕ. Пăр керменне çĕклесе лартма пĕтĕмĕшле смета тăрăх 1,6 млрд яхăн укçа уйăрма палăртнă. Алексей Миллер проекта пурнăçлама  «Газпром» ОАО малалла та хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. Паянхи тĕл пулура Михаил Игнатьевпа Алексей Миллер 2013-мĕш çулта Шупашкар хулинчи Атăл леш енчи территорине газ кĕртме хатĕрленĕ проекта «Газпром» ОАО инвестици программине кĕртсе хăварма калаçа килĕшнĕ. Проект хакĕ 500млн тенкĕ. «2014-2015–мĕш çулсенче палăртнă территоринчи çынсем газ ырлăхне курма тытăнĕç», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.



26 ноября 2012
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter