Каçал Ен районĕ: Аслǎ Çěрпÿелěн маттур хěрарǎмěсем - Аннесен кунĕнче

Чÿк уйǎхěн 23-мěшěнче Кěçěн Çěрпÿел информаципе культура ценрě шавласа та кěрлесе тǎчě. Кунта Аннесен кунне халалласа пысǎк уяв концерчě иртрě. Уява нумай ачаллǎ амǎшěсене, ача усрава илнě çемьесене, ывǎлěсем Афганистанра тата Чечняра салтак тивěçěсене пурнǎçланǎ амǎшěсене чěннě. Пуçтарǎннисене ял администрациěн пуçлǎхě Ракчеев Г.Г. тата Кěçěн Çěрпÿел культурǎпа кану центрěн директорě Соколов С.В. саламларěç. Концерт çÿллě шайра иртрě. Уйрǎм сǎмах Кěçěн Çěрпÿел культурǎпа кану центрě çумěнчи «Илем» фольклор ушкǎнě пирки каласа хǎварас килет. Çак ушкǎна çÿрекен кашни хěрарǎм хǎйне май илемлě. Чылайǎшě вěсенчен нумай ачаллǎ шутланаççě. Акǎ, сǎмахран, Осипова Раиса Васильевнǎна илес пулсан, вǎл 5 ача ура çине тǎратнǎ. Хальхи вǎхǎтра тата икě ачана хǎйěн ǎшшине парнелет. Раиса Васильевнǎпа чǎнахах та мухтанма пулать. Вǎл Çěрпÿел тǎрǎхěнчи чи маттур алǎ ǎсти. Юрлама-ташлама та темěнле вǎхǎт çук пулсан та вǎхǎт тупса кашни мероприятиех хутшǎнма тǎрǎшать, районта та хǎйěн пултаруллǎхěпе палǎрса тǎрать. Пěчěк Янǎпа Юля та юрра -  ташша хǎнǎхса çитěнеççě, Раиса Васильевна хǎйěн пепкисене тěрлě енлě аталантарма тǎрǎшать. Фольклор ушкǎнěн ытти хěрарǎмěсем  пирки те темěн чухлех çырма пулать. Акǎ, клуб системинче тǎрǎшакан Лариса Петровна Дюкинапа Акчурина Мария Федоровна 4-шар ача çитěнтернě, Акчурина Ирина Андреевнǎпа Лукиянова Г.Н - 3-шер ача. Вěсем нихǎçан та вǎхǎт çук тесе тǎмаççě, темěнле йывǎр пулсан та ял-халǎх культурин пуласлǎхě пирки çунаççě. Лариса Петровна юрра-ташша хǎйěн мǎнукěсене 4çулхи Софийǎпа 3 кл. каякан Валерийǎна та хǎнǎхтарать. Мǎнукěсем вара кукамǎшě пекех питě маттур çитěнеççě. Уйрǎм сǎмах Сапожникова Клавдия Ермолаевнǎпа Любимова Зинаида Вениаминовна пирки каласа хǎварас килет. Вěсен ывǎлěсем Çěршывǎн вěри точкисенче хǎйсен тивěçěсене пурнǎçланǎ. Мěн чухлě çывǎрман каçсем пулнǎ пулě. Анчах та çирěп хěрарǎмсем хǎйсенче пурнǎç илемне сыхласа хǎварма пултарнǎ. Зинаида Любимовǎпа Клавдия Сапожниковǎн юрри-ташши пěтěм çынсен кǎмǎлне тыткǎнлать. Фольклор ушкěнěнчи Анна Зайцева 5 ача çуратса ÿстернě, Артемьева Антонина – 4 ача, Чернова Нина – 3 ача. Халě хǎйсен мǎнукěсене воспитани пама пулǎшаççě. Юрǎ-ташǎ вара вěсене пурǎнма вǎй парать теççě вěсем. Тěрлěрен ял-халǎхне воспитани паракан сценкǎсече те питě ǎста артистисем. Фольклор ушкǎнěнче чи çамрǎк артистки вара Терентьева Людмила Алексеевна. Вǎл икě ача амǎшě. Мěн пěчěкренех юрра-ташша юратать, хǎйěн ачисене, Максимпа Аньǎна та искусство еннелле туртать. Максима ял-халǎхě юратма та ěлкěрчě ěнтě. Çитес вǎхǎтра, тен, район конкурсěсенче те курма пулě ǎна. Пурин çинчен те тата темěнле ырǎ самах та çырма пулать. Фольклор ушкǎнěнче купǎс калакан çинчен  те асǎнса хǎварас килет Ку вǎл культура системинче 20 çул ытла ěçленě Школьников А.П. Çумǎр çǎвать-и, хěвел пǎхать-и, Анатолий Петрович хǎйěн купǎсне йǎтса Аслǎ Çěрпÿел ял поселенийěн  библиотекине утать. Кунта вара тěрлěрен илемлě юрǎсем, ташǎсем вěренсе ял поселенийěн культурине сыхласа хǎварса малалла аталантарас тесе ырми-канми тǎрǎшаççě фольклор ушкǎнěн ěçченěсем. Хаклǎ хěрарǎмсем!!! Сире пурне те Аннесен кунě ячěпе чěререн саламлатǎп, ырлǎх сывлǎх, ачǎрсенчен пархатар курма сěнетěп.

 



26 ноября 2012
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter