Йĕпреç районĕ: анне юнашар пулни – телей

Анне! Çак ят чи çывǎх,

Чи чаплǎ çĕр çинче.

Пурнать вǎл ĕмĕр сывǎ

Кашни çын чĕринче.

Çак кунсенче Туçа ялĕнчи кĕçĕн классен шкулĕнче Е.Г. Анисимова учитель ертсе пынипе Аннесен кунĕ иртнĕ. Амǎшсен ячĕпе ачисем темен чухлĕ  ырǎ та çепĕç сǎмах каланǎ. Ачасем чǎвашсен паллǎ ǎсчахĕ Г.Н. Волков академик çырнǎ сǎмахсене аса илнĕ: «Тǎван килте анне хĕвел пулса çурет, ачисене хĕвел пулса пǎхать. Анне çук тǎк хĕвел яраймǎн ху тĕлне, анну пур тǎк чĕруне те хĕвел кĕрĕ. Виçĕ çулхи хĕр пĕрчи сана пулǎштǎр, виçĕ çулхи арçын ача хǎвна хутĕлетĕр. Амǎшĕ ĕçлене чух ачи ахаль ан лартǎр. Çакна ас ту, амǎшĕ: чи лайǎххи –ачасем валли. Амǎшĕн мĕн чухлĕ ĕçлеме тивнине ача-пǎча пĕлсе тǎтǎр, унǎн ĕшеннĕ аллисемпе ывǎннǎ куçĕсене курса тǎтǎр».

Ачасем амǎшсене юрǎсем парнеленĕ. Вĕсем юрланǎ хушǎра экран çине çакǎн пек сǎмахсем тухса тǎнǎ: «Анне – чи хакли», «Чи хитри – ман анне», «Аннене хисеплĕр!», «Аннесене кулянтарар мар», «Аннесене  манар  мар», «Анне юнашар пулни –телей», «Анне пире телей пиллет», «Анне кули – чи илемли», «Анне кулсан – чунра аван, юрлас килет, ташлас килет», «Тавах, аннем, чунтан сана!» Кайран слайдсем тǎрǎх ачасем хǎйсен амǎшĕсем çинчен каласа панǎ. Юлашкинчен ачасем амǎшĕсене чǎваш ташшипе савǎнтарнǎ, хǎйсем тунǎ парнесене парнеленĕ.

Тǎван аннене суйламаççĕ.

Суйлас пулсан та ǎна,

Эп илеттĕмччĕ суйласа,

Тǎван аннеçĕм, сана!



26 ноября 2012
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter