Тăвай районĕ: икĕ алла - пĕр ĕç

Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Григорий Григорьев район çыннисемшĕн усăллă, кирлĕ ĕç йĕркелесе янă. Вăл тăрăшнипе ритуал пулăшăвĕ парассипе тимлекен предприяти çумĕнче кăçалхи утă уйăхĕнчен тытăнса профнастил, тимĕр черепица тата ăна ĕçе кĕртессинче кирлĕ ытти хушма изделисем туса кăларакан цех ĕçлеме тытăннă. Кунта профнастил тата тимĕр черепица туса кăларакан хăватлă икĕ пысăк агрегат, металл касса хатĕрлекен ятарлă сĕтел тата ытти хушма изделисене туса кăларакан станоксем вырнаçтарнă. Цехра çурт-хуралтă тăррине витнĕ чухне кирлĕ хушма изделисене (конек, уголок, отлив тата ытти те) тăваççĕ. Çапла майпа районта пурăнакансен профнастил, черепица туянас тесе ăна унчченхи пек аякран турттарса килесси çук, вĕсене Елчĕкрех туянма пулать. Унсăр пуçне, вĕсене цехрах кирлĕ таран виçепе касса пама пултараççĕ. Предприятире, малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, пурнăçлакан ытти ĕçсен калăпăшĕ те ỹссех пырать. Юлашки вăхăтра районта пурăнакансем пĕрин хыççăн тепри тимĕртен эрешлесе ăсталакан пахча-картасене тутарма та нумай саккас параççĕ. Район центрĕнче çитес вăхăтра хута яма палăртнă "Санар" суту-илỹ çурчĕ йĕри-тавра эрешлесе тытнă картасене те асăннă предприятире ĕçлекен ылтăн алăллă çынсен вăйĕпе ăсталанă.



26 ноября 2012
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter