Чăваш Ен пилот регион пуласшăн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра РФ регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕпе - Федерацин строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх агентствин ертÿçипе Владимир Коганпа курнăçнă. Калаçăва çавăн пекех Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă. Тĕл пулура республикăпа арендăна памалли çурт-йĕр тата экономкласс шутланакан, çав шутра сахал хутлă пурăнмалли çурт-йĕр строительствин механизмĕсене сăнаса пăхмалли пилот регион вырăнне усă курас ыйтăва пăхса тухнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - Чăваш Ен юлашки вунă çул хушшинче çурт-йĕр строительстви енĕпе çине тăрса ĕçлет. Çулталăкра республикăра пурăнакан кашни çын пуçне пурăнмалли 0,7 тăваткал метра яхăн çурт-йĕр хута яраççĕ, çакă федерацин Атăлçи округĕнчи регионĕсен хушшинче чи лайăх кăтарту.

2008 çултанпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче черетре тăракансене тата граждансен уйрăм категорийĕсене коммерци мелĕпе тара памашкăн Чăваш Республикин патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелемелли программи пурнăçланать. Çавна май пурăнмалли условисене лайăхлатмалли, анчах çурт-йĕр туянайман граждансен вăрахлăха хваттер тара илсе çивĕч ыйтăва татса памалли майсем пур. Аренда тÿлевĕ пысăк мар - рынокра çирĕпленнинчен 3 хут пĕчĕкрех.

Фонд об<екчĕсен строительстви валли республика бюджечĕн укçине уйăрнă, кредит организацийĕсен укçине явăçтарнă. Калăпăр, ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Перекет банкĕ çак фонда йĕркелеме килĕшÿ тунă - укçа виçи 3 млрд тенкĕ ытла.

Паянхи кун тĕлне Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ 86,1 пин тăваткал метр /1830 хваттер/ çурт-йĕр тунă, çав шутра Çĕнĕ Шупашкарта - 197, Шупашкарта - 1633 хваттер. Çак çурт-йĕре тара илекенсен виçĕ пайĕнчен иккĕшĕ - бюджет сферин ĕçченĕсем, 10: яхăн - çамрăк çемьесем. Çав вăхăтрах Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта черетре тăракан 11 пин çемье патшалăх фончĕн хваттерĕсене коммерци мелĕпе тара илес кăмăлли çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем панă заявленисен шучĕ тивĕçтерме май пур хваттерсен шутĕнчен темиçе хут пысăкрах.

Çавăн пекех тĕл пулура Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн респуб­ликăн пурăнмалли çурт-йĕр тумалли патшалăх политикин стратеги тĕллевĕ тесе палăртнă экономкласс шутланакан хăтлă çурт-йĕр строительствин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Çĕнĕ хула территорийĕнче сахал тăкаклă çурт-йĕр тумалли пилот проектне пурнăçламалли майсене тишкересшĕн.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 ноября 2012
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter