Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе анлă лару ирттернĕ. Ларăва пуçличчен чи малтан республика Пуçлăхĕ пухăннисене Мускава ĕçлĕ визитпа кайса килни çинчен пĕлтернĕ, калаçса татăлнă килĕшӳсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. «Газпром» акционерсен уçă обществин ертӳçипе Алексей Миллерпа  Шупашкарăн Атăл леш енчи территорине газ кĕртес ыйтупа килĕшӳ туни çинчен пĕлтернĕ. Палăртнă проектăн хакĕ 500 млн. тенкĕ. «2014-2015 – мĕш çулсенче Атăл леш енче пурăнакансем газ ырлăхне туйĕç», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Республика Пуçлăхĕ  кăвак çулăмпа тивĕçтерекен  республикăн харпăр хăй пурлăхĕ çинче тăракан объектсене Газпром хăй çине илме хатĕррине палăртнă. Мускавра Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн финанс министрĕпе Антон Силуановпа  тĕл пулура финанс ыйтăвĕсене татса пама килĕшни çинчен каланă. Паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркине 23 ыйту кĕртнĕ. Правительство членĕсем шкул çулне çитмен вĕрентӳ учережденийĕсенче вăй хуракан педагогика ĕçченĕсен шалу укçине виççĕмĕш тапхăрпа ӳстересси çинчен йышăннă. Палăртнă категорири çынсен шалу укçи кăçалхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  вăтамран 12830 тенкĕпе танлашĕ, 2011-мĕш çулта вĕсен ĕç укçи 7687 тенкĕ пулнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕнчери ытти регионсем хушшинче пирĕн республика лайăххисем шутĕнче пулнине палăртнă, çапах та хăш-пĕр уйрăм хуласемпе районсенче ыйту çав-çавах кăткăс тăнине палăртнă. «Эпир пурин валли те пĕр пек условисем йышăнатпăр. Укçа-тенкĕ пурин те пур. Çавăнпа та лартнă тĕллевсене пурин те  пурнăçламалла. Енчен те уйрăм палăртнă муниципалитетсенче кирлĕ пек ĕçе йĕркелесе пымаççĕ пулсан, кун пирки вырăнти депутатсемпе пĕрле çивĕч калаçу ирттермлле» - чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Хальхинче Шупашкар хулин влаçне республика Пуçлăхĕ хăш-пĕр кăлтăксемшĕн хытах асăрхаттарса хăварнă. Палăртнă ыйтăва çийĕнчех татса пама хушнă. Паянхи ларура кредит, çурт-йĕр, вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасспе çыхăннă тата ытти çивĕч ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсене пурнăç таппинчен юлмалла мар тесе чĕнсе каланă. Республикăра пурăнакансен  нушисене пĕрле канашласа татса пама сĕннĕ. Палăртнă йышăнусене патшалăх органĕсенче епле пурнăçланине те çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă Михаил Игнатьев.



28 ноября 2012
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter