Ан хып çăварна чĕлĕм, ỹкĕнĕн уншăн ỹлĕм

Чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе Чăваш Енри социаллă тата культура программисен фончĕ коммерцилле мар организаци ("Чăваш Ен" фонд) республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе тата социаллă тематикăна çутатакан журналистсемпе "Чувашиякурорт" санаторире семинар ирттерчĕ. Пленарлă ларура министерствăн çывăх тапхăрти задачисемпе тĕп ĕç-хĕлĕ пирки ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Л.Шемарина чарăнса тăчĕ. Унтан табак эпидемийĕ, республикăра пирус туртассине чакарас тĕллевпе мĕнлерех мерăсем йышăнни пирки "Чăваш Ен" фонд президенчĕ М.Федотов каласа пачĕ. Пленарлă лару хыççăн МИХсен представителĕсем икĕ секцине пайланса ĕçлерĕç. Пирус туртнинчен асăрхаттарасси, çакăн право тĕлĕшĕнчи аспекчĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ку енĕпе обществăра экспертиза ирттерессин пĕлтерĕшĕ, МИХсемпе влаç органĕсем хушшинче информаципе тивĕçтерес енĕпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тĕп наркологĕ И.Булыгина, республика Пуçлăхĕн патшалăхпа право управленийĕн начальникĕн çумĕ С.Чекрыгина, РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕн кафедра заведующийĕ Н.Семедова-Полупан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин профессорĕ Л.Будниченко тухса калаçрĕç. Республикăра пирус туртма пăрахтарассипе сахал мар ĕç туса ирттернине, малалла та нумай ĕçлемеллине палăртрĕç.

 



28 ноября 2012
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter