Вăрнар районĕ: Пĕтĕм Раççейри «Стройпа юрăсен смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсем ячĕпе марш!» конкурсра

Калининăри вăтам шкулти кадетсен класĕ Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Стройпа юрăсен смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсем ячĕпе марш!» конкурсра çĕнтерни пирки çырнăччĕ. Вулакансене пĕлтерме кăмăллă, вĕсен çитĕнĕвĕ пирки Раççей ФСБ-н «Граница России» тĕп хаçатĕнче те пичетлесе кăларнă.

Шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова журналист ыйтăвĕсем çине хуравланă май, смотра темиçе çул хатĕрленнине çеç мар, шкулта кадетсемпе çамрăк пограничниксен юхăмне аталантарни, ку енĕпе хăйсем хутшăнакан мероприятисем çинчен те каласа панă.

«Ачасем çар хатĕрленĕвĕпе кăсăкланни, пысăк ăсталăхпа, ăс-тăнпа палăрни вĕсенчен çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем çитĕнесси куçкĕрет», – палăртнă статьяра Хĕрлĕ Ялавлă Лăпкă океан флочĕн тата Амур флотилийĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ 2-мĕш рангри капитан Виктор Щекин.



28 ноября 2012
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter