Муркаш районĕнчи «Агрофирма «Путь Ильича» ОООра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен комплекс уçăлнă

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнчи «Агрофирма «Путь Ильича» ОООри  выльăх-чĕрлĕх комплексне уçнă çĕре çитсе килнĕ.  Объекта çĕклесе лартма 175 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Палăртнă пулăма уçнă çĕре çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, республикăра банк тытăмĕнче вăй хуракансем пухăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче юлашки вунă çул хушшинче пĕрремĕш хут республикăра Правительство шайĕнче ял хуçалăх производствине йĕркелеме йышăннă формăсен тăкакĕсене саплаштарма  субсидисем парса пулăшнине палăртнă. «Паянхи кун экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсем рынок шайĕнче пысăк тивĕçре, халăх яланах ыйтать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Агрофирма «Путь Ильича» обществăн строитель-инженерне, сет-çу коплексĕн ертӳçине Андрей Блинова Тав çырăвĕ парса чысланă. Агрофирма ытларах сĕт туса илессипе ĕçлет. Паянхи кун общество мăйракаллă шултра выльăхсене ĕрчетме тата пĕчĕк пăрусене çитĕнтерме май паракан пысăк инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе тимлет. Агрофирма Киров, Ленинград, Волгоград облаçĕнчи хуçалăхсене пĕчĕк ĕмĕртекен пăрусемпе тивĕçтерессипе те тачă çыхăнса ĕçлет. Пухăннисем объекта уçнă хыççăн,  ĕнесем тытакан, самăртакан, сăвăнакан тата ытти пӳлĕмсемпе тĕплĕн паллашнă.  Тĕплĕнрех



28 ноября 2012
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter