Шупашкарта йыăр атлетика енĕпе Çĕр-шыв Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем пуçланнă

Ĕнер Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче йывăр атлетика енĕпе Раççей Кубокне илессишĕн ăмăртусем пуçланчĕç. Çĕр-шыври пур регионтан та килнĕ ик çĕре яхăн штангиста республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата йывăр атлетикăн Раççейри федерацийĕн президенчĕ, XXV тата XXVI Олимп вăййисен призерĕ, тĕнче рекордсменĕ Сергей Сырцов ăшшăн саламларĕç. Малтанах 48 килограмчченхи виçери хĕрсем вăй виçрĕç. Малти виçĕ вырăна Ульяновск облаçĕнчи Екатерина Лаптева, Ижевскри Лидия Ахметгалеева тата Курскри Ксения Пенушкина йышăнчĕç. Виççĕмĕш призера икĕ енлĕ кĕрешÿре пурĕ те пĕр килограмм выляса ярса Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Любовь Иноходова - тăваттăмĕш. Арçынсен 56 килограмлă виçе категорийĕнче Чăваш Ен чысне Любăн пиччĕшĕ, Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри Анатолий Иноходов, хÿтĕлерĕ. Вăл икĕ енлĕ кĕрешÿре 8-мĕш вырăн йышăнчĕ пулин те спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ.

Паян тата ыран пирĕн республикăри атлетсенчен Çĕнĕ Шупашкарти тĕнче спорт мастерĕ Наталья Хлесткина, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Раççей спорчĕн мастерĕсем Ирина Баймулкинăпа Александр Мышов ăмăртаççĕ.



28 ноября 2012
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter