Халăх ăс-хакăлĕ экономикăна вăй парать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытлари кун Инди Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Аджай Малхотра господинпа, республикăна виçĕ кунлăх визитпа килнĕскерпе, тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев ăна Чăваш Енпе интересленнĕшĕн тав тунă май Раççей питĕ пысăк çĕр-шыв пулнине, вăл чи малтанах хăйĕн регионĕсемпе пуяннине палăртнă. Раççей ВТОна кĕни икĕ республикăн экономикăри ĕçтешлĕхне анлăлатмалли хушма майсем кÿрет. «Пĕр ÿстермесĕр калама пулать: пирĕн тĕнче рынокĕнче конкурент пулма пултаракан ăнăçлă предприятисем пур», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Аджай Малхотра Инди делегацине кунта тарават йышăннăшăн тав тунă. Вăл палăртнă тăрăх - Инди тата Чăваш Ен предприятийĕсен çыхăнăвĕ çирĕп. Калăпăр, Инди «Промтрактор», «ЧЭАЗ» АУОсен таварне туянать. Кунта килнĕ май Посол «Гален» ОООпа, «АККОНД» АУОпа тата ытти организаципе паллашнă. «Чăваш Ен çыннисем - ĕçчен халăх, кунти предприятисен продукцийĕн пахалăхĕ питĕ пысăк», - тенĕ вăл. Ĕçлĕ çыхăнусене аталантарнисĕр пуçне хăна Инди посольствинче Индипе Чăваш Енĕн культура йăли-йĕркине халалланă тематика программисен, концертсен ярăмне йĕркелеме сĕннĕ.

«Çынсем - пирĕн тĕп пуянлăх. Чăваш Ен нефтьпе, газпа, ылтăнпа, алмазпа пуян мар, çавăнпа инвестицисене çыншăн хыватпăр. Республика экономики кунта пурăнакансен ăс-хакăлĕпе никĕсленсе аталанать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ икĕ енлĕ культура çыхăнăвĕсем халăхсене пуянлатнине палăртнă май.

Тĕл пулу кăтартăвĕсем тăрăх Аджай Малхотра Чăваш Ен журналисчĕсемпе курнăçнă. «Индипе Раççей хутшăнăвĕсем питĕ лайăх. Пирĕн граждансем Европăри тĕрлĕ национальноçа пĕлмессе пултараççĕ, анчах Раççей çыннисем пирĕн туссем пулнине вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Чăваш Енпе тĕрлĕ енĕпе ĕçтешлĕх йĕркелесшĕн: туризм, суту-илÿ, культура, инвестици проекчĕсене пурнăçласси», - пĕлтернĕ Посол. Вăл çавăн пекех виза режимне ансатлатни, Индие каймашкăн виза илмелли вăхăта виçĕ эрнерен 3-4 кун таран чакарни çинчен каланă.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter