Бюджет социаллă пĕлтерĕшлĕ

Ĕнер Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ саккăрмĕш сессийĕ малалла ĕçлерĕ.

Депутатсем хальхинче чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕрремĕш вулавпа йышăннă саккун проекчĕсен шăпине татса пачĕç. Парламентарисем ĕçе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çитес çулхи бюджет схемин проектне сÿтсе явассинчен пуçларĕç. Парламент саккун хатĕрлессине йĕркелеме, шалу тÿлеме, командировка тăкакĕсене саплаштарма 59 млн тенке яхăн уйăрчĕ.

Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккун проекчĕ, ăна сессин юлашки тапхăрĕнче иккĕмĕш вулавпа йышăниччен, çичĕ «ала» витĕр кăларнă: комитетсенче тĕплĕ тишкернĕ, хушăмсемпе улшăнусем кĕртнĕ, тÿрлетÿ таблицисем хатĕрленĕ, халăх итлевне ирттернĕ.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, республика ертÿлĕхĕн федераци ведомствисенчи тĕл пулăвĕсем хыççăн республикăна самаях пысăк траншсем çитнĕ. Апла тăк вĕсем çитес çулхи уйрăмах пĕлтерĕшлĕ саккунра пулмаллах. Финанс министерствипе Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн пĕрлехи анлă канашлăвĕнче, унта политика партийĕсен фракцийĕсем те хастар хутшăннă, тавăрса памалла мар килнĕ укçа-тенке мĕнле сферăпа отрасле хывмаллине тепĕр хут палăртнă. Тÿрлетĕвĕн темиçе таблицине /çав шутра - республикăри куç курманнисен обществин, Шупашкар хула администрацийĕн, Рессовпрофăн, вăрман хуçалăхĕн сĕнĕвĕсене/ хатĕрленĕ, виççĕшне сессие /пĕрне - йышăнма, иккĕшне - сирме/ сĕннĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков асăннă документа пур енлĕн хатĕрлеме хутшăннă, республика бюджечĕн çитес çулхи тата малашнехи икĕ çулти бюджечĕн параметрĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Михаил Геннадьевич палăртнă тăрăх - бюджет пĕтĕмпех социаллă пĕлтерĕшлĕ тата шайлашуллă. Чăваш Республикин 2013 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 29928177,6 пин тенкĕ, вăл шутра - федераци хыснинчен прогнозпа тавăрса памалла мар килнĕ виçе - 1041341061 пин тенкĕ, бюджетсен хушшинчи трансфертсен сумми те çавăн чухлех. Тăкаксен пайĕ те пĕчĕкех мар - 30936370,0 пин тенкĕ. Патшалăх парăмĕ 10019250,5 пин тенкĕпе танлашать. Прогнозпа палăртакан дефицит - 1008192,4 пин тенкĕ. Бюджет саккунĕпе пăхса хăварнă хăш-пĕр бюджет ассигнованийĕн калăпăшне /сăмахран, патшалăх гарантийĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе, патшалăх парăмне татмалли тăкакăн калăпăшне пĕчĕклетсе пынипе/ чакарма май килнĕрен перекетленекен укçа-тенкĕпе пурăнмалли çурт-йĕр, ача сачĕсем, культура объекчĕсем, хăш-пĕр категорири çынсен шалăвне ÿстерме, ватăсене социаллă пулăшу кÿме усă курĕç.

Бюджет çинчен калаçнă чухне цифрăсенчен пăрăнса иртеймĕн. Çавна май «Хыпар» 2012 çулхи бюджет мĕнле пурнăçланнипе тата 2013 çулхи бюджетăн параметрĕсемпе çак кунсенче туллин паллаштарĕ. Чăваш халăх хаçачĕн чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнчи номерĕнче «Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Депутатсем хальхинче ăна иккĕмĕш вулавпа юридици вăйĕ пачĕç.

Тăхтав хыççăн депутатсем кун йĕркинчи ыйтусемпе малалла ĕçлерĕç. «Чăваш Республикин Çут çанталăкăн пурлăхĕпе усă курасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» /иккĕмĕш вулав/, «Раççей Федерацийĕн çыннисен Чăваш Республикин территорийĕнче митинг, пуху, демонстраци, пикет, урам тăрăх утса тухнине ирттернĕ чухне прависене хÿтĕлесси çинчен» /иккĕмĕш вулав/ саккун проекчĕсене йышăнчĕç, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи лини пайĕ транспорт çинчи хăрушсăрлăха сирес тĕлĕшпе тунă доклада итлерĕ.

Сессин иккĕмĕш тапхăрĕн кун йĕркине тепĕр вун пĕр ыйту кĕртнĕччĕ. Вĕсенчен пĕлтерĕшлĕреххисем - Чăваш Республикин çын прависен тата ача прависен уполномоченнăйĕсене çирĕплетесси. Çын прависен уполномоченнăйне Чăваш Республикин Адвокат палатин ертÿçине Юрий Кручинина, ача прависен уполномоченнăйне Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн директорне Вячеслав Рафинова çирĕплетрĕç.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 ноября 2012
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter