Банк секторĕ лайăх аталанать

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Тĕп банкĕн председателĕпе Сергей Игнатьевпа тĕл пулнă. Кăçалхи 9 уйăхра республикăн банк тытăмĕнче йĕркеленнĕ туртăмсене сÿтсе явнă.

Калаçура палăртнă тăрăх - 2012 çулта банк секторĕ тивĕçлипе аталанса пынă. Кредит организацийĕсен укçи-тенки 5,7% /1,3 млрд тенке çити/ ÿснĕ, банк ресурсĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 8,1% пысăкланнă, 96,7 млрд тенке çитнĕ. Чăваш Енре тĕп макроэкономика кăтартăвĕсем ÿсни палăрать, потребительсен рынокĕнче те туртăмсем япăх мар.

Тĕл пулура республикăри банк карттисен аталанăвĕн малашлăхне пăхса тухнă. Банк карттисен шучĕ 924,8 пине çити ÿснĕ, ку çулталăк каяллахинчен 21% ытларах. Банкоматсемпе тÿлев терминалĕсен /вĕсенче таварсемшĕн, пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме пулать/ шучĕ - 15,2%, суту-илÿпе сервис сетĕнчи терминалсен - 28,5%, укçа паракан терминалсен хисепĕ 33,8% ÿснĕ.

Михаил Игнатьев Тĕп банк ертÿçине пĕлтернĕ тăрăх - Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕпе /МФК/ çыхăну тытнă май республикăна шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсене тума тата юсама 500 млн тенкĕ нумай вăхăтлăх кредит явăçтарма май килнĕ. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех Чăваш Енре «Авангард» банк пурнăçлакан «Шкул апатланăвĕ» социаллă проект çинчен каласа панă.

Сергей Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕ тытса пыракан финанс политикине ырланă.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 ноября 2012
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter