Министрсен Кабинечĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ хăйсем çине илнĕ яваплăхсене çулталăк хушшинче пĕтĕмпех пурнăçланă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери  политика партийĕн депутачĕсемпе тĕл пулнă. Калаçăва  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов тата ытти уйрăм палăртнă представительсем хутшăннă. Тĕл пулура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çулталăкри малтанхи ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Республикăра пурăнакансенсен пурнăç условине лайăхлатас тĕлĕшпе республика Правительствипе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» регионти уйрăмĕ пĕрле килĕшсе ĕçлессин çул-йĕрне тишкернĕ. Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партине саккун проекчĕсене йышăнма пулăшу панăшăн тав тунă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партийĕн депутачĕсем чăннипех те ăслă, пысăк тавра курăмлă, яланах эффективлă  ăнланса ĕçленине каланă. «Çав хушăрах ытти Партисен депутачĕсем халăхсем патне час-часах тухса çӳременни сисĕнет, паянхи пурнăç улшăнăвĕсене те пĕлменни курăнать. Калăпăр хальхи вăхăтра ача сачĕсенче вăй хуракан воспитательсем 6-7 пин кăна шалу укçи илеççĕ тени те çакнах çирĕплетет. Вĕсен ĕç укçи 2011-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен илес пулсан, 67 процент таран ӳснĕ. Паллах, вăл та сахал пулĕ, анчах та шалу укçи пĕчĕк тесе пăшăрханма кирлĕ мар», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Паянхи кун тĕлне Министрсен Кабинечĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хăйсем çине илнĕ ĕçсене пĕтĕмпех туллин пурнăçланă», - тесе çирĕплетнĕ республика Пуçлăхĕ. «Çулталăка тулли тивĕçпе пурнăçланă, хамăрăн ырă ĕçсем çинчен халăх патне те хыпарсене илсе çитермелле, унсăрăн ытти партисен депутачĕсем суя хыпарсемпе суйлавçăсене пăтраштарса вĕсен кăмăлне пăсаççĕ», -  тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ытти фракцисемпе ăнланса ĕçлеме хатĕррине палăртнă, анчах та вĕсем нуммай чухне ăнланса çитмесĕр, хăйсене майлă, пĕр сăлтавсăр ыттисене айăплани пăшăрхантарать», - тенĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» регионти политика канашĕн Секретарĕ Николай Малов республикăра партийĕн социаллă витĕмлĕ нуммай проекчĕсем пурнăçа кĕнине палăртнă, пурнăçланă ĕçсем пирки хыпарсене халăх патне çителĕксĕр илсе çитернине палăртнă. Калăпăр: 26№-лĕ шкулта ĕçлекен нуммай учительсем шкул директорĕн шалу укçипе танлаштарсан чыллай пысăкрах илнине çирĕплетнĕ  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев.  Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн депутачĕсене, уйрăмах Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май, республикăра пурăнакансен  кăмăлне тата та лайăхрах çĕклеме мĕн кирлине пĕтĕмпех май тупса пурнăçлама тăрăшмаллине чĕнсе каланă.

  Тĕплĕнрех



29 ноября 2012
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter