Етĕрне районĕ: чăвашсен паллă драматургне, çыравçине, композиторне Федор Павлова - 120 çул

Чăвашсен паллă драматургĕ, çыравçи, композиторĕ Федор Павлович Павлов çуралнăранпа кăçал 120 çул çитрĕ. Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕн акт залĕнче Федор Павлова халалласа уяв каçĕ иртрĕ. «Шанчăк» фольклор ушкăнне çÿрекен ачасем Федор Павлович  илемлетнĕ «Чĕвĕл ту» вăйă юррипе уçрĕç уява. Курма килнисем тĕлĕнмелле пултаруллă, тĕрлĕ енлĕ талант кун-çулĕпе паллашрĕç, вăл илемлетнĕ юрă-кĕвĕпе киленчĕç, вырăсла та, чăвашла та çырнă сăввисене итлерĕç.

Уяв каçне Чăваш Республикин писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ Сергей Лукоянович Павлов, Валерий Муравьев тавра пĕлÿçĕ, халăх академикĕ килни те илемлетрĕ. Вĕсем ачасене Федор Павлович тунă ĕç  паянхи куншăн та çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа пачĕç, ун пек маттур та тăрăшуллă пулма вĕрентсе каларĕç.

«Судра» камитри сăнарсем сцена çини тухни те хавхалантарчĕ куракансене. Саккăрмĕш класра вĕренекен Сергей Петров чăн-чăн артист пек вылярĕ Ухтеркке рольне.

Уяв каçне килнисене асăнмалăх Федор Павлова халалланă буклетсем парса тав турĕç. Тăванлăх юррипе вĕçленчĕ уяв.



29 ноября 2012
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter