Елчĕк районĕ: сывă ăру - малашлăх никĕсĕ

Районти культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен черетлĕ семинарĕ иртнĕ. Пухăннисен умĕнче чи малтанах Елчĕкри культура çурчĕн информаципе методика уйрăмĕн методисчĕ С.Тинякова тухса калаçнă. Вăл 2013 çулта пурнăçламалли ĕç-хĕлĕн планĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "Раççей Федерацийĕнче Çут çанталăка сыхлассин çулталăкне ирттересси çинчен" калакан указĕ çинче чарăнса тăнă. Информаципе методика уйрăмĕн заведующийĕ М.Демьянова çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет тата чун тĕлĕшĕнчен сывă çитĕнтерес, вĕсене пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма хăнăхтарас темăна хускатнă. Çакă ырă малашлăх никĕсĕ пулнине палăртнă вăл. Семинарта тĕрлĕ ялсенчи культура ĕçченĕсем те сăмах илнĕ, хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçа кĕртес енĕпе туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе, пухăннă опытпа паллаштарнă.



29 ноября 2012
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter