Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АККОНД» акционерсен уçă обществин генералнăй директорĕпе Валерий Ивановпа тĕл пулнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АККОНД» акционерсен уçă обществин генералнăй директорĕпе Валерий Ивановпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.   Предприятин производствине модернизацилес ыйту тавра калаçу хускатнă.  Михаил Игнатьев паянхи кун АККОНД Раççей рынокĕнче хăйĕн таварне ыттисемпе тан тăратнине палăртнă. Чăваш Республикин инвестици шайне ӳстерме май панине пĕлтернĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Валерий Иванов ВТО кĕнĕ май предприятисен хăйсен пахалăхне, поизводствăсен калăпăшне тата та эффективлăрах аталантарма кирли çинчен асăннă. «Хулашăн та, республикăшăн та предприятисем экономика тĕлĕшĕнчен ăнăçлă аталанса пырсан усăллă, çынсем валли хушма ĕç вырăнĕсем тупăнаççĕ, налуксем бюджета вăй илме пулăшаççĕ» - тесе çирĕппĕн палăртнă «АККОНД» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ.  Валерий Иванов предприятин малашнехи ĕç планĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне паллаштарнă. Çитес вăхăтра çĕнĕ технологиллĕ линисем, корпуссем хута ярасси пирки канашланă. Тĕл пулура муниципалит харпăрлăхĕнче тăракан усă курман çĕрсен лаптăкĕсем çинче аренда шучĕпе предприятин территорине ӳстерме палăртасси çинчен калаçу хускатнă. Михаил Игнатьев «АККОНД» ОАО ертӳçине Чăваш Ен çыннисене пылак çимĕçпе савăнтарнăшăн, социаллă витĕмлĕ проектсене пурнăçлама кирлĕ пек яланах пулăшу панишĕн чĕререн тав тунă.



29 ноября 2012
13:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter