Тăвай районĕ: сывлăхлă пулас тесе

«Сывлăха укçа парса илеймĕн», - тенĕ халăхра. Кашни çыншăнах чи пысăк тупра – сывлăх. Паллах, ÿт-пÿ кĕрнеклĕ пулни те, ăс-тăн çирĕплĕхĕ те, кăмăл çĕкленÿлĕхĕ те сывлăхпа тачă çыхăннă. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла. Физкультура  çынна эмелсенчен те лайăх пулăшать.

Çак сăмахсене тĕпе хурса тата сывлăхлă пулас тесе Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕнче çак кунсенче спортзал уçăлчĕ. Малалла кунта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем йĕркелĕç.

Халлехе ачасем, çамрăксем, ял халăхĕ кунта волейбол выляççĕ. Кĕçех сумлă депутат – Валерий Николаевич Иванов тата Андрей Владиславович Васильев (ООО «СтройТЕК») спонсорла пулăшу парĕç, унтан баскетбол вăййи валли хатĕрсем тата сĕтел çи теннисĕ кÿрсе килĕç.

Тĕрĕс, йĕркеллĕ, сывлăхлă пурăнма мĕн ачаран вĕренер! Тасалăхпа туслă пулар!  



29 ноября 2012
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter