Тĕнче шайĕнчи комплекс

Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» агрофирмăн 500 ĕне вырнаçмалăх ферми хута кайрĕ. Иккĕмĕшне çитес çул çак вăхăталла туса пĕтерсен комплексра 1000 ĕне пулĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен савăнăçлă уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, çĕнĕ проект ĕçе кĕнине пысăк хак пачĕ.

- Пирĕн предпринимательсем рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче нумай вăхăтлăха инвестици хывма шикленеççĕ. Олег Дельман вара теветкеллĕхе туйсан та ку чухнехи технологипе ĕçлекен комплекс çĕклерĕ, - терĕ Михаил Васильевич ООО директорне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Олег Александровича тав туса. - XXI ĕмĕрте çакнашкал фермăсем тăвасси пирки мана 20 çул каялла каланă пулсан - ĕненместĕмччĕ. Ун чухне эпир Европăри фермерсенчен 50 çул кая юлаттăмăр, халĕ вара вĕсене хăвăрттăн çитсе пыратпăр. Кунта ĕç тухăçлăхĕ чылай пысăкланĕ, рабочисен шалăвĕ те пĕчĕк пулмĕ.

Олег Дельман çĕнĕ проект епле пурнăçа кĕнипе паллаштарчĕ. Кунта çывăх вăхăтрах нумай сĕт антаракан ĕнесем кÿрсе килĕç. Автоматсене пула рабочисен ĕçĕ чылай çăмăлланĕ.

Михаил Игнатьев тата уява пухăннисем выльăх тытакан вырăнпа, пăруламалли уйрăмпа, сĕт сумалли залпа, специалистсен кабинечĕсемпе, компрессор цехĕпе паллашрĕç.

Çакнашкал комплекссене пула усламçăсем малашне хăйсен проекчĕсене хăюллăнрах пурнăçлама тытăнĕç, агропромышленноçа аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывĕç.

В.ВАЛЕНТИНОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 ноября 2012
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter