Ăнăçлă тĕл пулусем, «ылтăн купи» тата популизм çинчен

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинчи ыйтусенчен мар, хăй Мускавра ирттернĕ тĕл пулусен кăтартăвĕсемпе паллаштарнинчен пуçларĕ. Хаçатра вĕсем пирки çырнăччĕ, анчах тĕплĕнрех пĕлмелли самантсем татах пур.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - «çÿлте» пирĕн ыйтусене ăнланса йышăнни куç кĕрет. Анчах «алă тăсса ыйткаласа çÿрени çеç çителĕксĕр, хамăрăн ыйтусене ĕнентермелле, вĕсене татса памаллине çирĕплетмелле». Тĕл пулусенче çакă уççăн палăрнă. Алексей Миллерпа курнăçнинех илер. Михаил Игнатьев тĕл пулăва ăнăçлă тесе хакларĕ. Анчах эпир хамăрах ура хуратпăр - газшăн тÿлессипе парăмсем пур. Çавăнпа та Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕсене çулталăк вĕçленнĕ тĕле туллин татма хушрĕ. Тĕл пулу кăтартăвĕ - «Газпром» республикăна хывма шантаракан 1,2 млрд тенкĕ.

Кунта чи малтанах Атăл леш енчи территорие çут çанталăк газĕпе тивĕçтересси çинчен сăмах пырать. Пăрăхсене ку енчен Атăл тĕпĕпе хывас тăк хак икĕ хут пысăкрах пулать-мĕн, çавăнпа газа Мари Эл енчен илсе килме тĕв тунă. Ку енĕпе кÿршĕ республика ертÿçисемпе килĕшÿ тупнă. Çакă вĕсемшĕн те меллĕ - Мари Эл ялĕсене те газ çитĕ. «Газпром» çитес тапхăр валли газификаци программине хатĕрлет, пирĕн унта кĕмеллех. Çапла вара 14-15-мĕш çулсенчех Атăл леш енĕ газлă пулĕ. Проект хакĕ - 500 млн тенкĕ. Çавăнпа та влаçсен инвестици хывмалли çĕр лаптăкĕсене хатĕрлемелле. Газ килнĕ май вĕсен инвестици илĕртÿлĕхĕ тăруках пысăкланасси паллă.

Тĕл пулăвăн тепĕр кăтартăвĕ - республикăри газ сечĕсене газ компанийĕ туянасси пирки калаçса татăлни. Вĕсене халăх, республика укçипе тунă. «Газпром» унашкал сетьсене туянмасть - позици çавнашкал. «Пирĕн тĕслĕхре туянма килĕшрĕç. Çакă республикăшăн лайăх. Унсăрăн çав сетьсене юсама, тытса тăма хамăрăн тăкакланмалла пулатчĕ», - терĕ Михаил Игнатьев. Çийĕнчен «Газпром» Шупашкарти Пăр кермене туса пĕтерме тата 550 млн тенкĕ уйăрать. Анчах услови çирĕп: газшăн тÿлемелли парăмсене татмалла. Раççей финанс, çут çанталăк ресурсĕсен министрĕсемпе курнăçнин кăтартăвĕсем те курăмлă. Республикăшăн - перекет, хушма укçа.

Кун йĕркинчи пирвайхи ыйтăвах хивре калаçу çуратрĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов педагогика ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен шалăвне пысăклатасси пирки сăмах илчĕ. Раштавра вĕсен ĕç укçи пĕтĕмĕшле вĕрентÿ сферинчи шалăвăн 80% танлашмалла. Ытти регионпа танлаштарсан Чăваш Енри лару-тăру япăх мар. Анчах Улатăр, Вăрмар, Тăвай районĕсенче, Улатăр хулинче асăннă категори шалăвĕ пĕчĕкрех. Çавăнпа раштав валли хушма субвенци уйăрĕç.

Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсем çакна мĕнле сăлтавланипе кăсăкланчĕ. Укçа çитмест теççĕ-мĕн. «Эппин, вĕсем ĕçе йĕркелеймеççĕ, - сасă хăпартрĕ Михаил Васильевич. - Апла тăк вĕсенчен çирĕпрех ыйтмалла - сити-менеджерсемпе эпир контрактсем тунă вĕт...» Тĕп хулара садиксен воспитателĕсен кăмăлсăрлăх пурри пирки каларĕ, çавна май Шупашкар хулипе администрацийĕн ертÿçисене Алексей Ладыковпа Леонид Черкесова пайăррăн сăмах тиврĕ: «Пуçлăхсен ĕç пÿлĕмĕсем лайăх, служба машинисем чаплă! Эсир вара ку енĕпе нимĕн те туман!» Ладыков тÿрре тухма тăчĕ, анчах лару-тăрăва ăнлантарма «ирĕк парсамăр...» тенĕ хыççăнах Михаил Васильевич ăна пÿлчĕ: «Ăнлантарни кирлĕ мар!» Çапах мэр «укçа çитмест» темешкĕн хăюлăх çитерчĕ. Ку кăвайт çине краççын сапнă пекех пулчĕ. «Вĕçĕмсĕр укçа çитмест тесе калаçатăр! Хăвăр вара ылтăн купи çинче ларнине те пĕлместĕр!» Сăмах каллех тĕп хула хăйĕн çĕрĕсемпе кирлĕ пек усă курманни пирки пулчĕ ĕнтĕ - кун пирки республика ертÿçи халĕччен те пĕрре кăна мар каланă.

Калаçу, тен, татах çивĕчленетчĕ пуль те - Патшалăх статистика комитечĕн ертÿçи Эльвира Максимова сăмах илсе лару-тăрăва лăплантарчĕ. Вăл комитет республикăри ĕç укçин анлă мониторингне йĕркелеме хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Шалупа çыхăннă лару-тăрăва пĕтĕмĕшле мар, уйрăм категорисене пăхса хаклĕç. Ертÿçĕсенне, вĕсен çумĕсенне - уйрăммăн, пăхăнса тăракан персоналăнне - уйрăммăн. Çакă пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке уçăмлă тума май парĕ.

Тавлашуллă ыйту текех пулмарĕ. Вăтам тата пуçламăш професси вĕрентĕвĕн студенчĕсене РФ Правительствин стипендийĕсене тÿлемелли правилăсене çирĕплетрĕç. Стипенди виçи - 4 тата 2 пин тенкĕ, ăна республикăри 9 учрежденири 87 студент илет.

Строительство министрĕ Владимир Громов республика бюджетĕнчен хваттер тума-туянма пая кĕрсе улталаннă çынсен çурчĕсене туса пĕтерме субсиди уйăрмалли правилăсемпе паллаштарчĕ - вĕсене çирĕплетрĕç. Министр палăртнă тăрăх - юпа уйхĕнче черетлĕ объектра ĕçсене пуçарнă - тĕп хулари Горький проспектĕнчи «Атăлçи платинумĕнче». Çĕнĕ подрядчик - ГУКС, çурта туса пĕтермешкĕн вăл 142 млн тенкĕ кредит илессине банк ырланă, республика субсиди парса пулăшĕ. Михаил Игнатьев пирамидăсем йĕркелесе çĕр-çĕр млн тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем пулнине аса илтерсе ĕç-хĕле çирĕп тĕрĕслесе тăмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсене - пĕтĕмпе икĕ теçетке лаптăка - ытти тĕллев валли куçарассине ырларĕç: промышленноç, энергетика, транспорт объекчĕсем валли. Транспорт хатĕрĕсен техника тĕрĕслевĕшĕн тÿлемелли йĕркене çирĕплетнĕ май та Чăваш Ен Пуçлăхĕ енчен асăрхаттару пулчĕ: халĕ 14 пункт ĕçлет, вĕсенче черет çук-и - тĕпчемелле. Çынсен кĕтме тивет тĕк - хушма пунктсем уçас ыйтăва татса памалла.

Министрсен Кабинечĕн маларах тунă чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç - питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕскерсем тееймĕн, пайăррăн чарăнса тăни кирлех мар-тăр. ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнчи общество канашне йĕркелессине татса пачĕç. Чăн та, Михаил Игнатьев ку темăпа та сăмах хушрĕ: «Общество организацийĕ пайтах пирĕн. Апла пулин те ĕнер авă Президент бульварне пÿлсе хучĕç. Кăмăлсăр пăтăрмах. Камсем айăплине тĕпчесе пĕлмелле». Ытлари кун Патшалăх Канашĕн сессийĕ пынă вăхăтра пĕр ушкăн çавнашкал хирĕçлев акцийĕ йĕркеленĕ. Çакна Михаил Игнатьев «популизм, эмоцисене ирĕке яни» тесе хакланине кура влаç хăш-пĕр пуçтах тĕлĕшпе мерăсем йышăнасса кĕтме пулать-тĕр.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter