Дипломант ятне тивĕçнĕ

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 1812 çулхи Отечествăлла вăрçă çинчен çырнă кĕнекесем пирки рецензи çырас енĕпе «Интереслĕ вулав» конкурс ирттернĕ. Унта Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Т.Абашидзе (8 г класс), Д.Христофорова (10 в), Н.Агапова (7 а), О.Кузьмина (7 б) хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Пурин те тивĕçлĕ ĕçсем пулнă. Тамила Абашидзе ĕçне уйрăмах пысăк хак панă, пирĕн ентеш дипломант ятне тивĕçнĕ.



03 ноября 2012
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter