Вăрмар районĕ: тепĕр парнепе савăнтарнă - хваттерсен уççисене панă

Лондонра иртнĕ Олимп вăййисенче Т.Архипова марафонра чупса бронза медаль çĕнсе илнĕччĕ, çак çĕнтерÿшĕн вăл чылай наградăна тивĕçнĕ: «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсен медалĕсемпе, «Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ», «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятсемпе чысланă.

Нумаях пулмасть ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов тата «Честр-Инвест» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ В.Тарасов спортсменкăна тата унăн тренерне М.Кузнецова тепĕр парнепе савăнтарнă - хваттерсен уççисене панă.

«Татьяна çĕнтерĕвĕ - паттăрлăх. Марафонра ялан мала тухнă Африка спортсменкисемпе пĕр тан ăмăртса виççĕмĕш пуласса никам та ĕненмен пулĕ, вăл чăваш ятне ÿкермерĕ», - тенĕ Сергей Владимирович. «Çитĕнекен ăру сиртен тĕслĕх илсе спортпа туслашакан йышланĕ, çамрăк спортсменсем çĕнтерÿ патне талпăнĕç. Паян вĕсем валли тĕрлĕ спорт керменĕ çĕкленет, стадионсем çĕнелеççĕ. Малашлăхра та тĕллевсем пысăк», - палăртнă хула пуçлăхĕ Л.Черкесов.

Т.Архипова ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева, спорт министерствинче, хула администрацийĕнче ĕçлекенсене, строительсене, çавăн пекех хăйĕн тренерне тав тунă.

«Паянхи кун маншăн чăн-чăн уяв. Çакăн пек парнепе савăнтарасса шухăшламанччĕ. Спортсменсене хавхалантарни, пулăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.



03 ноября 2012
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter