Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв Раççей халăхĕн Тăван çĕр-шыв хăватлăхĕшĕн тата чечекленĕвĕшĕн пĕр чăмăра пĕрлешме хистекен сĕм авалхи йăлисене сăнарлать. Шăпах пĕрлĕхе, пĕр шухăшлăха тата тăван çĕре пĕтĕм чунтан юратнине пула пирĕн мăн асаттемĕрсем хăйсен никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхне сыхласа хăварма пултарнă. Вĕсен чаплă та паттăрла ĕçĕсем авалхи йăласене кирлĕ пек сыхласа упраса, тĕрлĕ тĕне ĕненекен тата тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан çынсен культурине сума суса кăна общество çирĕплĕхне тата унти çураçулăха тивĕçтерме май пулнине ĕненмелле кăтартса параççĕ. Эпир нумай нациллĕ Раççей Федерацийĕнче Чăваш Республики тивĕçлĕ вырăн йышăнса тăнипе мăнаçланатпăр. Кунта 128 наци, 8 этнос ушкăнĕн тата 14 конфесси çыннисем пĕр-пĕрне ăнланса тата хисеплесе тăнăçлăхпа çураçулăхра пурăнаççĕ. Хальхи тĕнчере наци политикин стратегине тĕрĕс палăртни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Республикăра пурăнакан мĕн пур халăха социаллă пурнăç тата наципе культура тĕлĕшĕнчен туллин аталантарма Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Патшалăх наци политикин концепцине 2010-2020 çулсенче пурнăçламалли çум программăна йышăннă.Тĕрлĕ наци çыннипе экономика тата культура çыхăнăвĕсем йĕркелес ĕç кирлĕ шайра пурнăçланать. Пĕрле, çав хушăрах хамăрăн этнос, культура тата конфесси хăй евĕрлĕхне упраса хăварса, эпир пĕтĕм çивĕч ыйтăва татса пама, мĕн пур чăрмава çĕнтерме пултаратпăр. Халăхсен туслăхне шанчăклăн упраса тата вăйлатса, нумай нациллĕ пĕрлĕхе çирĕплетсе, наци йăлисене пур майсемпе те малалла аталантарса эпир Чăваш Ене ăс-хакăл енчен, экономика тĕлĕшĕнчен тата та вăйлăрах тума пултарасси пирки иккĕленместĕп. Пурсăра та çирĕп сывлăх, лайăххине, телей, пĕр-пĕрне хисеплеме, тÿсĕмлĕ пулма тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                                     М.Игнатьев



03 ноября 2012
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter