Çĕнĕ корпус уçăлчĕ

Виçĕм кун «Акконд» кондитер фабрикинче «Элитана» мини-десерт туса кăларакан çĕнĕ корпус уçăлчĕ. Савăнăçлă уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

- «Акконд» АУО çулсерен сарăлса пыни, çĕнĕ технологи линийĕсем çеç мар, çĕнĕ корпуссем те хута яни пире савăнтарать, - терĕ Михаил Васильевич. - Унăн лаптăкĕ самаях пысăк - 10800 тăваткал метр йышăнать. Корпус кăна мар, ку - чăн-чăн фабрика. «Акконд» Раççейри регионсене çеç мар, чикĕ леш енчи çĕр-шывсене те çул уçрĕ - продукцийĕ 13 патшалăхра сутăнать. Кам ытларах шухăшлать, ассортимента илĕртекен çĕнĕ таварпа çулсерен пуянлатать - конкуренцире çавă çĕнтерет. Сирĕн паха таварсем - Чăваш Енĕн визит карточки.

Республика Пуçлăхĕ АУОра халăх тăрăшса ĕçленине, вĕсене Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацийĕ хăратманнине, тухăçлăхĕ те, рабочисен шалăвĕ те çулсерен ÿснине палăртрĕ.

«Акконд» миллиардерсен клубне кĕрет. Пĕлтĕр Чăваш Республикинчи 15 организаци пĕр млрд ытла тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, кăçал 9 уйăхра вĕсен йышĕ çирĕм пĕррене çитнĕ. «Пылак çимĕç планети» - ура çинче чи çирĕп тăракансенчен пĕри.

Фабрика 1990 çулсен пуçламăшĕнче çулталăкра 11-12 пин тонна çеç тавар туса кăларнă, халĕ - 75 пин тонна. Çĕнĕ корпус йăлтах хута кайсан АУО хăвачĕ 1,5 хут ÿсмелле. Хальлĕхе кунта пĕр лини ĕçлет, вăхăт çитсен 9 лини пылак çимĕç кăларĕ.

- Çĕр-шыв пуласлăхĕ - çамрăксенче. Çавăнпа та хăю касса корпуса уçма чи çамрăк ĕçчене кунта чĕнетĕп, - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Икĕ çул каялла Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕ пĕтернĕ Ирина Ильина республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа тата «Акконд» гендиректорĕпе Валерий Ивановпа пĕрле уявăн чи пĕлтерĕшлĕ самантне хутшăнчĕ.

- Кăçал раштав уйăхĕнче эпĕ фабрика коллективне ертсе пыма тытăннăранпа 25 çул çитет. Ун чухнех лайăх ĕçлесе наградăсем илнĕ эпир, малта пыма вĕреннĕ, - терĕ Валерий Николаевич. - Çав хастарлăха халĕ те чакармастпăр, вăйлатса-çирĕплетсе пыратпăр çеç. Раççейре чылай фабрика хупăнчĕ. Эпир сыхланса юлтăмăр çеç мар, производствăна анлăлатса, хăватлантарса пыратпăр. Паха пылак çимĕç çеç туса кăларатпăр. Вăл вара пасар тупăшăвĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ. Паха тавар хăех çул уçать, лайăх сутăнать. Тунă çитĕнÿпе пирĕн самантлăха та лăпланма юрамасть. «Акконд» çавăнпах пулĕ Чăваш Правительстви ирттерекен экономика ăмăртăвĕнче çулленех çĕнтерет.

Çĕнĕ корпус хута яни предприятин производство хăватне çулталăкра 27 пин тонна ÿстерет, 400 çынна ĕçе вырнаçма май парать. Технологи линийĕ çуллен 2400 тонна кондитер изделийĕ туса кăларĕ.

- Кăçал 3 линие ĕçе кĕртетпĕр, - пĕлтерчĕ предприяти ертÿçи. Ыттисене - çитес çул.

Корпусăн 3-мĕш хутĕнче Германирен килнĕ специалистсем монтаж ĕçне пурнăçлатчĕç - линие çĕнĕ çулччен хута яма хатĕрлеççĕ.

Валерий Иванов предприяти тытса тăракан «Акконд-агро» хуçалăх çитĕнĕвĕсемпе те паллаштарчĕ. Вăл пĕр пин ĕне вырнаçмалăх комплекс, мини-завод тунă, халĕ пăру ферми хăпартать. Предприяти çимĕçĕ Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» куравра никама пăхăнман экспертсен пысăк хаклавне тата ылтăн медале тивĕçнĕ.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
03 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter