Кăтартусем малашлăха шанăç кÿреççĕ

Чăваш Енре Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне кĕр вĕçĕнче ирттересси йăлана кĕчĕ. ЧР вице-премьерĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уява халалласа журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче Сергей Владимирович республикăри аграрисем кăçал тухăçлă ĕçленине палăртрĕ.

- 2012 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче мĕн пур тытăмри хуçалăхсен ял хуçалăх таварĕсене туса илес индексĕ 104,9 процента çитнĕ. Таса тупăш субсидисене шута илсе пĕр млрд ытла тенкĕпе танлашрĕ, 79 проценчĕ усламлă ĕçлерĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче эпир 4-мĕш вырăнта. 5 регион çеç тухăçлă аталаннă. Кăтартусене лайăхлатма выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илни те витĕм кÿчĕ пулас.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне сысна йышĕ 213,9 пине çитнĕ, 3,8% хушăннă, сурăх-качака - 188,8 пин пуç /4%/, чăх-чĕп - 4006,3 пин /21,1%/. 9 уйăхра аш-какай, сĕт тата çăмарта туса илесси 13,3%, 0,6% тата 6,4% ÿснĕ /75,5 пин тонна, 398,7 пин тонна, 269 млн штук/.

Цифрăсене лайăхлатма пысăк предприятисене хута яни, юсаса çĕнетни пулăшнă. 2011 çулта РФ Правительствин йышăнăвĕпе республика пурлăхне каялла тавăрнă. Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи чăх-чĕп фабрики ЧР Апат-çимĕç фончĕ пулăшнипе çĕнĕрен ĕçлесе кайнă. Вăл кăçал 4,5 пин тонна чăх какайĕ туса илнĕ. Унсăр пуçне «Чăваш бройлерĕ» АУО, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг, Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХО производство калăпăшне пысăклатнă. Çăмарта туса илессипе «Шупашкарти кайăк-кĕшĕк фабрики» ООО - «Юрма» агрохолдинг виçĕ çул умлă-хыçлă ырă тĕслĕх кăтартать.

Ял хуçалăх культурисем çитĕнтерессипе те çĕр ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшрĕç. Анчах лайăх çанталăк пулмасан турă та пулăшаймĕ: кăçал тыр-пул туса илесси те, тухăçĕ те пĕлтĕрхипе танлаштармалăх çук. Кĕрхисен 50 проценчĕ пĕтрĕ. Юлни гектартан 10-11 центнер çеç пачĕ. Çакă тыр-пулăн пĕтĕм тухăçне каялла туртрĕ. Вырмара тăкакĕ те чылай пулчĕ. Çавăнпа Чăваш Енри аграрисем 427 пин тонна çеç тĕш тырă туса илчĕç. Ку пĕлтĕрхинчен 30% сахалрах. Федерацин Атăлçи округĕн вăтам кăтартăвĕ те шăп çакăн чухлĕ. Хăш-пĕр регионта 40 процент пĕчĕкрех. Эпир - варринче. Çитес çул тыр-пул туса илессине ÿстермеллех. Кун чухлĕ çеç тырă пуçтарса илни пире тивĕçтермест. Çав вăхăтрах çĕр улмишĕн çанталăк лайăх тăчĕ, вăл аван çитĕнчĕ, анчах пуçтарса кĕртнĕ чухне чăрмав нумай пулчĕ.

«Иккĕмĕш çăкăра» 845 пин тонна - пĕлтĕрхинчен 3% нумайрах - туса илнĕ. Кун чухлĕ нихăçан та пулман. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çеç 300 пин тонна ытла /20% ытларах/ пухса кĕртнĕ.

Сергей Павлов министр çитес çул та çĕр улми лаптăкĕ чакмасса систерчĕ. Кăтартусем ыранхи шанăçа çирĕплетеççĕ терĕ.

Ÿсĕм инвестицисене анлă çул памасăр пулмастех. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа /2012 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне шутласа/ кредит ресурсĕсемпе 26,1 млрд тенкĕлĕх усă курнă, вăл шутра кăçал - 5,7 млрд тенкĕлĕх /пĕлтĕрхин 125%/.

Республикăри агропромышленноç комплексне пулăшма юпан 26-мĕшĕ тĕлне 1618,5 млн тенкĕ /101,5%/ уйăрнă, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 1093,1 млн тенкĕ, ЧР республика бюджетĕнчен - 525,4. Çакă ял хуçалăх организацийĕсене машина-трактор паркĕсене çĕнĕ техникăпа пуянлатма май пачĕ. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 437 ял хуçалăх техники туяннă, çав шутра - 140 /116,7%/ трактор, тыр-пул çапса тĕшĕлекен 45 комбайн /104,7%/, выльăх апачĕ пуçтаракан 16 техника /123,1%/.

Иртнĕ эрнере ЧР Министрсен Кабинечĕ республика бюджетне хушăмсем кĕртесси çинчен саккуна пăхса тухрĕ. Чăваш Ен аграрийĕ валли 92 млн тенкĕ хушса уйăрасси пирки калаçнă. Çакă кивçен илекен укçа проценчĕсене тÿлеме, элита вăрлăх, ăратлă выльăх туянмашкăн пулăшнă çĕре кайĕ.

Ялсенче килти хушма хуçалăх та ăнăçлă аталанать. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсем кредит илессипе пирĕн республика Раççей Федерацийĕнчи регионсен хушшинче малта пырать. Хушма хуçалăха аталантаракансем ăна 15,4 млрд тенкĕлĕх илнĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ çула тухнăранпа Чăваш Республикинчи 83,7 пин çемье çăмăллăх кредичĕсемпе усă курнă, 6 проценчĕ - иккĕмĕш хут. Кăçал çеç вĕсем 3,5 млрд тенкĕлĕх /пĕлтĕрхинчен 40% нумайрах/ кредит илнĕ.

Кивçене кĕнĕ çын яваплăха пуринчен те ытларах туять, ăна вăхăтра татасчĕ тесе шухăшлать, çавăнпа ĕçе хастар кÿлĕнет: уншăн кану кунĕ те çук. Ку ыйтупа банксенчен пĕр ÿпкев те пулман.

Агропромышленноç комплексне малашне те ăнăçлăн аталантарас тĕллевпе кăçал патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ формисем ĕçлеме тытăннă. Çĕнĕ хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме пулăшмашкăн грантсем туса хунă. Вĕсене çав вăхăтрах кил-çурта хăтлăх кĕртме те пĕр хутчен пулăшаççĕ. Çемйипех выльăх-чĕрлĕх пăхакансене те грантсем параççĕ. Ăна илес тесен бизнес-проекта лайăх хатĕрлесе конкурсра çĕнтермелле. Çак чыса 2012 çулта ĕçе тытăнакан 51 фермер тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен 3 çемье тивĕçнĕ.

 Валентин ВАЛЕНТИНОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
03 ноября 2012
12:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter