К.В.Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан академи драма театрĕнче юридици ĕçченĕсен професcиллĕ уявĕ иртнĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юридици ĕçченĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе саламланă. Мероприятие К.В.Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан академи драма театрĕнче ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май, юрист  профессийĕ пур вăхăтра та сумлă, хисеплĕ пулнине палăртнă. «Тĕрĕслĕхпе саккунлăх гарантийĕ пулнă май эсир хăвăрăн ырми-канми ĕçĕр-хĕлĕрпе республикăра социаллă пурнăçри çирĕплĕхе упраса хăварас тĕлĕшпе пархатарлă ĕç тăватăр, Конституци никĕсĕсен тĕкĕнменлĕхне тивĕçтеретĕр», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Саккунсене пĕр кăлтăксăр пурнăçласси, кашни çыннăн прависемпе ирĕклĕхне хӳтĕлесси, пирĕн граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата унăн шайне ӳстерме пулăшакан реформăсен ăнăçлăхĕпе кăтартулăхĕ чылай чухне шăпах юристсенчен килет. Ĕçре тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă.



30 ноября 2012
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter