Шупашкарти коопераци институтне юбилей ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ саламланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти коопераци институчĕн профессорĕсемпе преподавателĕсен коллективне, студентсене, аспирантсене, çак аслă шкултан вĕренсе тухнă çынсене юбилейпа саламланă. Аслă шкул 50 çул тултарнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă уява çавăн пекех Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева тата Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿпе çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, министрсем, депутатсем хутшăннă. Михаил Игнатьев институт ĕçченĕсене тивĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн тав тунă. «Сирĕн аслă шкулта республикăри чи лайăх юристсене хатĕрлеççĕ», - тенĕ вăл. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май вĕренÿ заведенийĕсенче тата пахарах пĕлÿ памаллине, коопераци институчĕн студенчĕсем ĕç рынокĕнче яланах тивĕçлĕ вырăн йышăнасса çирĕп ĕненнине палăртнă. Унтан Михаил Игнатьев Шупашкарти коопераци институтне ăслăлăхпа педагогика енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме пысăк тÿпе хывнăшăн Раççей Президенчĕн Тав хутне панă, аслă шкулăн уйрăмах палăрнă сотрудникĕсене патшалăх наградисемпе чысланă.

 

Тĕплĕнрех



30 ноября 2012
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter